38 Вӑл вара: «Эй, Давид йӑхӗнчи Иисус! Хӗрхенсем мана!» – тесе кӑшкӑрма пуҫланӑ.
Иисус мӗн тунине курсан пӗтӗм халӑх тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ. «Ҫакӑ Давид йӑхӗнчен Суйласа илни мар-и?» – тесе ыйтнӑ ҫынсем.
Ун патне ҫавӑнти пӗр хананей хӗрарӑмӗ пынӑ та: «Эй, Хуҫам, Давид йӑхӗн Ывӑлӗ, хӗрхенсем мана! Хӗрӗм усал ернипе питӗ асапланать», – тенӗ кӑшкӑрсах.
Иисус тӗлӗнмелле ӗҫсем тунине курсан тата ачасем те: «Давид йӑхӗн Ывӑлне осанна!» – тесе мухтаса кӑшкӑрнине илтсен аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисем питӗ ҫилленсе кайнӑ.
«Давид йӑхӗн Ывӑлне осанна! Хуҫа Турӑ ячӗпе Килекен мухтавлӑ! Ҫӳл тӳпере те осанна!» – тесе кӑшкӑрнӑ Иисус умӗнче те, хыҫӗнче те пыракан халӑх.
Иисус унтан кайнӑ чух икӗ суккӑр ҫын Ун хыҫҫӑн: «Эй, Давид йӑхӗнчи Иисус, хӗрхенсем пире!» – тесе кӑшкӑра-кӑшкӑра пынӑ.
Ҫынсем ӑна: «Назорей Иисусӗ иртсе пырать», – тенӗ.
Малта пыракансем ӑна шӑпланма хушнӑ. Анчах суккӑр ҫын тата хытӑрах: «Давид йӑхӗн Ывӑлӗ! Хӗрхенсем мана!» – тесе кӑшкӑрнӑ.
Ырӑ Хыпар Турӑ Ывӑлӗ ҫинчен пӗлтерет. Ӳт-пӳ тӗлӗшӗнчен Вӑл Давид йӑхӗнчен ҫуралнӑ.
«Эпӗ, Иисус, сире ҫакна чиркӳсенче ҫирӗплетсе пӗлтермешкӗн Хамӑн ангелӑма ятӑм. Эпӗ – Давид ӑрӑвӗн никӗсӗ тата тӑхӑмӗ, ирхи ҫутӑ ҫӑлтӑр».