Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 18:37 - Синодальный НЗ

37 Ҫынсем ӑна: «Назорей Иисусӗ иртсе пырать», – тенӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 18:37
11 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Унта вӑл хӑйӗн ҫемйипе Назарет ятлӑ хулара пурӑнма пуҫланӑ. Ҫапла Турӑ пророксем урлӑ: «Турӑ Суйласа илнине Назорей тейӗҫ», – тесе калани пурнӑҫланнӑ.


Вӑл юнашарах халӑх иртнине илтнӗ те: «Унта мӗн тӑваҫҫӗ?» – тесе ыйтнӑ.


Вӑл вара: «Эй, Давид йӑхӗнчи Иисус! Хӗрхенсем мана!» – тесе кӑшкӑрма пуҫланӑ.


Вара Иисус вӗсемпе пӗрле Назарета тавӑрӑннӑ та ашшӗ-амӑшӗн сӑмахӗнчен иртмесӗр пурӑннӑ. Амӑшӗ вара ҫак сӑмахсене пурне те чунӗнче упраса пурӑннӑ.


Филипп вара Нафанаила тӗл пулса каланӑ: «Моисей саккунӗнче тата пророксен сӑмахӗнче Кам ҫинчен каланӑ, эпир Ҫавна шыраса тупрӑмӑр. Вӑл Иосиф ывӑлӗ, Назаретри Иисус иккен».


Хӗрес ҫумне тата хӑма татӑкӗ ҫапса хунӑ. Хӑми ҫине Пилат ҫапла ҫыртарнӑ пулнӑ: «Иудея Патши, Назорей Иисус».


Эй, Израиль ҫыннисем! Ҫак сӑмахсене тимлесе итлӗр: эсир Иисус Назорея, Турӑ малтанах пӗлсе, палӑртса хунипе сутмалла пулнӑскере, тытрӑр та Ӑна ҫылӑхлисен аллине патӑр. Пӗлетӗр ӗнтӗ, Турӑ Унӑн тивӗҫлӗхне сирӗн хушшӑрта Ун урлӑ хӑватсем, тӗлӗнмелле ӗҫсем, паллӑсем кӑтартса сире пӗлтерчӗ. Эсир Иисуса вӗлерттертӗр,


Израиль халӑхӗ те, эсир те пӗлсе тӑрӑр: вӑл Иисус Христос Назорей ячӗпе сывалчӗ, ӑна Иисус сирӗн ума сывӑ тӑмалла турӗ. Эсир Иисуса пӑталарӑр, Турӑ Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратрӗ.


«Майлӑ вӑхӑтра Эпӗ сана илтрӗм, ҫӑлӑнӑҫ кунӗнче сана пулӑшрӑм», – тесе каланӑ-ҫке Турӑ. Акӑ ӗнтӗ ҫав майлӑ вӑхӑт ҫитрӗ, акӑ ӗнтӗ ҫав ҫӑлӑнӑҫ кунӗ килчӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ