35 Иисус Иерихон хули патне ҫывхарса пынӑ. Унта пӗр суккӑр ҫын ҫул хӗрринче ыйткаласа ларнӑ.
Акнӑ чухне хӑш пӗрчисем ҫул хӗррине ӳкнӗ, кайӑксем вӗҫсе пынӑ та ҫав пӗрчӗсене сӑхса пӗтернӗ.
Вӑл юнашарах халӑх иртнине илтнӗ те: «Унта мӗн тӑваҫҫӗ?» – тесе ыйтнӑ.
Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус Иерихон хулине кӗнӗ те урампа утса пынӑ.
«Ку хайхи ыйткаласа ларакан ҫын мар-и?» – тенӗ маларах вӑл суккӑррине курнӑ ҫынсемпе кӳршисем.
Ҫавӑнта амӑш варӗнченех уксах ҫуралнӑ ҫын пулнӑ. Турӑ Ҫуртне кӗрекенсенчен ыйткаласа ларма ҫав ҫынна кашни кунах Илемлӗ Хапха текен мӑн алӑк умне ҫӗклесе пырса лартнӑ.