3 Ҫав хуларах тата тӑлӑх арӑм пулнӑ. Вӑл ялан ҫав судья патне пырса: „Мана хампа хирӗҫекен ҫынран хӳтӗлесемччӗ,“ – тесе йӑлӑннӑ.
Хупа судлашас текенпе ҫул ҫинчех ҫураҫ. Ахальлӗн вӑл сана судья аллине парӗ, судья сана тӗрмене хуптарма хуралҫӑ аллине парӗ.
«Пӗр хулара судья пурӑннӑ, вӑл Турӑран та хӑраман, ҫынсене те ним вырӑнне хуман.
Судья нумайччен ун хутне кӗресшӗн пулман. Юлашкинчен хӑй ӑшӗнче шутланӑ: „Эпӗ Турӑран та хӑрамастӑп, ҫынсене те ним вырӑнне хумастӑп!
Анчах ку тӑлӑх арӑм мана пӗртте канӑҫ памасть. Ҫавӑнпа ун ыйтӑвне татса парам, урӑх аптӑратса ан ҫӳретӗр“».