Анчах та Иисус, ачасене Хӑй патне чӗнсе илсе, вӗренекенӗсене каланӑ: «Ачасене Ман патӑма ярӑр, килме ан чарӑр, мӗншӗн тесен Турӑ Патшалӑхӗ вӗсем пеккисемшӗн.
Ҫавна курсан Унӑн вӗренекенӗсем Иаковпа Иоанн ҫапла каланӑ: «Хуҫамӑр! Кӑмӑлу пулсан, тӳперен вут-ҫулӑм антарса пирӗн те ҫак яла Илия тунӑ пекех ҫунтарса ямалла мар-и?»