Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 18:13 - Синодальный НЗ

13 Налук пухаканӗ кӑна пуҫне ҫӗклеме те хӑяймасӑр аякра тӑнӑ. Вӑл хуҫӑк кӑмӑлпа каланӑ: „Эй, Турӑҫӑм! Хӗрхен мана, ҫылӑхлӑ ҫынна!“

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 18:13
45 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Филипп, Варфоломей, Фома, налук пухакан Матфей, Алфей Иаковӗпе Фаддей текен Леввей,


«Турра кӗлтунӑ чухне те икӗ питлӗ ҫынсем пек ан пул. Пурте курччӑр тесе, вӗсем синагогӑсенче, урам тӑваткалӗсенче тӑрса кӗлтума юратаҫҫӗ. Чӑн калатӑп сире: илнӗ мухтавӗ вӗсен кунти пурӑнӑҫра кӑна.


„Ҫынсем парне кӳни мар, ырӑ кӑмӑллӑ пулни кирлӗ Мана“, – тенӗ вӗт Ҫырнинче. Кайӑр та ҫакӑ мӗне пӗлтернине ӑнкарса илме тӑрӑшӑр. Эпӗ тӳрӗ пурӑнакансене мар, ҫылӑхлисене ӳкӗнме чӗнмешкӗн килнӗ».


Кама та пулин кӳреннӗ пулсан, кӗлӗ тунӑ чухне эсир ӑна каҫарӑр. Вара Ҫӳлти Аҫӑр та сирӗн ҫылӑхӑрсене каҫарӗ.


Пӗр яла кӗрес умӗн Ӑна юхан-суранлӑ вунӑ ҫын тӗл пулнӑ. Вӗсем чарӑнса аякранах хыттӑн кӑшкӑрма пуҫланӑ: «Эй, Вӗрентӳҫӗ Иисус! Хӗрхенсем пире!»


Хӑй вара вӗсем патӗнчен пӗр вӑтӑр утӑма кайнӑ та чӗркуҫленсе ларса


Пуҫтарӑннӑ халӑх та, мӗн пулса иртнине курсан, хӗрхеннипе пуҫӗсене усса килӗсене тавӑрӑннӑ.


Петр текен Симон ҫавна курсан Иисус ури умне ӳксе: «Эй, Хуҫамӑр! Манпа, ҫылӑхлӑ ҫынпа, пӗрле ан пулсам, кайсам», – тенӗ.


Ҫак сӑмахсем итлекенсен чӗрисене пырса тивнӗ, вара вӗсем Петрпа ытти апостолсенчен ыйтнӑ: «Тӑван ҫыннӑмӑрсем! Пирӗн халӗ мӗн тумалла-ши?»


Христос вара пирӗншӗн эпир ҫылӑхлӑ чухнех вилнӗ. Ҫапла майпа Турӑ пире Хӑй епле юратнине кӑтартса панӑ.


Пӑхӑр-ха, Турӑшӑн хуйхӑрни сире епле тимлекен, каҫару ыйтакан турӗ. Тата эсир ҫылӑха кӗнӗ ҫынна еплерех тарӑхатӑр, еплерех хӑраса пӑшӑрханатӑр, пирӗнпе тӗл пулма ӗмӗтленетӗр. Ҫылӑхлине айӑплас кӑмӑлӑр тата еплерех пысӑк! Эсир ҫав ӗҫре хӑвӑр таса пулнине пур тӗлӗшӗнчен те кӑтартса патӑр.


Эпӗ калани чӑн, ҫав сӑмаха пирӗн тӗппипех йышӑнмалла: Христос Иисус ҫак тӗнчене ҫылӑхлисене ҫӑлма килнӗ. Эпӗ – ҫылӑхлисенчен те ҫылӑхлӑрах.


Эппин, хамӑра тӗрӗслес вӑхӑтра пулӑшма ырӑлӑхпа тивлет илес тесе, чаплӑран та чаплӑ престол патне ҫирӗп кӑмӑллӑн пырар.


Мӗншӗн тесен Эпӗ вӗсен тӗрӗсмарлӑхне хӗрхенсе каҫарӑп, ҫылӑхӗсемпе йӗркесӗрлӗхне те аса илмӗп».


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ