10 «Икӗ ҫын Турӑ Ҫуртне кӗлтума кӗнӗ: пӗри фарисей пулнӑ, тепри – налук пухакан.
Филипп, Варфоломей, Фома, налук пухакан Матфей, Алфей Иаковӗпе Фаддей текен Леввей,
вӗсене ҫапла каланӑ: «„Манӑн ҫуртӑм – кӗлӗ ҫурчӗ“, – тенӗ Ҫырнинче. Эсир вара ӑна вӑрӑ-хурах йӑви туса хунӑ!»
Вӗсем мана тахҫантанпах пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа эпӗ фарисей пулнине, хамӑр йӑла-йӗркене питӗ ҫирӗп тытса пурӑннине, кӑмӑлӗсем пулсан, хӑйсемех кӑтартса пама пултарӗҫ.
Пӗррехинче Петрпа Иоанн кӑнтӑрла иртни виҫӗ сехетре пулакан кӗлле Турӑ Ҫуртне кайнӑ.
Ҫуралсан сакӑр кунран манӑнне ӳт кастарнӑ. Эпӗ, Вениамин сыпӑкӗнчи Израиль ҫынни, юн тӑрӑх – чӑн-чӑн еврей, вӗреннӗ тӑрӑх – фарисей,