1 Ялан Турра кӗлтумаллине тата хуйха ӳкме юраманнине пӗлччӗр тесе Иисус вӗсене ҫакӑн пек ытарлӑх каланӑ:
Мӗншӗн тесен кашни ыйтакан илет, шыракан та тупать, шаккакана та уҫаҫҫӗ.
Ҫавӑнпа ӗнтӗ яланах сыхӑ тӑрӑр, ҫав килес асапсенчен хӑтӑлма вӑй-хал ыйтса кӗлтӑвӑр, Этем Ывӑлӗ умне тӑма тивӗҫлӗ пулӑр».
Шанчӑкӑр сире савӑнӑҫ кӳтӗр, хуйхӑ килсен тӳсӗмлӗ пулӑр, Турра яланах кӗлтӑвӑр.
Турӑ пире Хӑйӗн ырӑлӑхӗпе ҫакнашкал ӗҫ шанса панӑ, ҫавӑнпа эпир хуйха ӳкместпӗр.
Ырӑ туса ывӑнар мар, вӑй-хал пӗтмесен уншӑн эпир вӑхӑт ҫитсен мӗн акнинех вырса илӗпӗр.
Тӗрлӗрен кӗлӗпе яланах Турра кӗлтӑвӑр, тархаслӑр. Яланах Турӑ Сывлӑшӗпе килӗшӳллӗн пуҫҫапӑр. Ҫакна ҫирӗп тытса пырса мӗн пур ӗненекенсемшӗн кӗлтӑвӑр.
Нимшӗн те ан кулянӑр. Енчен те сире мӗн те пулин кирлӗ пулсан Турра тав туса кӗлтӑвӑр, тархаслӑр, шухӑш-кӑмӑлӑра уҫса парӑр.
Сире тата Иисус Христос чури, хӑвӑр хушшӑртан тухнӑ Епафрас саламлать. Сирӗн пӗр кӑлтӑксӑр ӗненсе ҫирӗп тӑмалла пултӑрччӗ, Турра юрӑхлине пӗтӗмпех туса пурӑнмалла пултӑрччӗ тесе вӑл тӑтӑшах хӗрӳллӗн кӗлтӑвать.
Турра ялан кӗлтӑвӑр; тимлесе, тав туса кӗлтӑвӑр.
Тӑтӑшах кӗлтӑвӑр.