7 «Калӑпӑр, санӑн суха тӑвакан е кӗтӳ кӗтекен чуру пур. Вӑл хиртен тавӑрӑнсан эсӗ ӑна: „Кил, сӗтел хушшине ларса апат ҫи“, – тесе калӑн-и?
Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Хӑйӗн пӗртен-пӗр сурӑхӗ шӑмат кун шӑтӑка кӗрсе ӳксен, сирӗнтен кам ӑна туртса кӑлармӗ?
Хуҫамӑр ӑна ҫапла хуравланӑ: «Эй, икӗ питлӗскер! Сирӗнтен кашниех витере кӑкарӑнса тӑракан вӑкӑрне е ашакне ҫыххине салтса шӑмат кун шӑварма илсе каймасть-им вара?
Унтан вӗсене: «Сирӗнтен камӑн та пулин ашакӗ е вӑкӑрӗ ҫӑла кайсан, ӑна вӑл, шӑмат кун пулсан та, хӑвӑртрах туртса кӑлармӗ-и?» – тенӗ.
Ной вӑхӑтӗнче мӗнле пулнӑ, Этем Ывӑлӗ килес кун та ҫаплах пулӗ.
Хуҫамӑр вӗсене каланӑ: «Эсир пӗр пӗрчӗк те пулин ӗненсессӗн те, ҫак смоква йывӑҫҫине: „Тымарупах кӑкланса тинӗсе куҫса лар!“ – тесе каласан, вӑл сире итленӗ пулӗччӗ».
Ҫук, апла каличчен хуҫи малтан: „Ӗҫ тумтирне улӑштарса тӑхӑн та ман валли каҫхи апат хатӗрле, эпӗ ӗҫсе ҫием! Кайран ху ларса ҫи“, – тейӗ.