6 Хуҫамӑр вӗсене каланӑ: «Эсир пӗр пӗрчӗк те пулин ӗненсессӗн те, ҫак смоква йывӑҫҫине: „Тымарупах кӑкланса тинӗсе куҫса лар!“ – тесе каласан, вӑл сире итленӗ пулӗччӗ».
«Кил», – тенӗ Иисус. Петр вара кимӗрен тухса шыв ҫийӗпе Иисус патне утнӑ.
Иисус вара вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Мӗншӗн тесен эсир ҫителӗксӗр ӗненетӗр. Чӑн калатӑп сире: эсир пӗр пӗрчӗк анчах ӗненсессӗн те, ҫак тӑва: „Кунтан ҫавӑнта куҫса лар“, – тесен, вӑл куҫса ларӗччӗ. Эсир пултарайманни нимӗн те пулмӗччӗ.
«Чӑн калатӑп сире, – тенӗ Иисус вӗсене, – эсир ӗненӳллӗ пулсан, иккӗленмесен, Эпӗ смоква йывӑҫҫипе мӗн тунине кӑна тумӑр-ха. Енчен те эсир ҫак тӑва: „Вырӑнунтан тапран та тинӗсе кӗрсе ӳк“, – тесен, ҫапла пулӗ те.
– Вӑл – сарӑ пӑрӑҫ вӑрри евӗрлӗ теме пулать. Акнӑ чухне ҫав пӗрчӗ ҫӗр ҫинчи вӑрӑсенчен чи пӗчӗкки.
Иисус вара ӑна ҫапла каланӑ: «Мӗн чухлӗ те пулин ӗненетӗн пулсан, ӗненекеншӗн Турӑ пурне те пултарттарать».
Вӑл сарӑ пӑрӑҫ вӑрри евӗрлӗ; пӗр ҫын ӑна хӑйӗн пахчине акнӑ. Вара ҫав вӑрӑран пысӑк йывӑҫ ӳснӗ, унӑн турачӗсем хушшинче вӗҫен кайӑксем те йӑва ҫавӑрнӑ».
«Калӑпӑр, санӑн суха тӑвакан е кӗтӳ кӗтекен чуру пур. Вӑл хиртен тавӑрӑнсан эсӗ ӑна: „Кил, сӗтел хушшине ларса апат ҫи“, – тесе калӑн-и?
Вара Закхей маларах чупса кайнӑ та Вӑл иртес тӗлти смоква йывӑҫҫи ҫине хӑпарса тӑнӑ.
Иисус ҫав тӑлӑх арӑма курсан, ӑна хӗрхенсе: «Ан йӗр», – тенӗ.
Иоанн вара вӗсенчен иккӗшне чӗнсе илнӗ те: «Килмелли Эсӗ-и е пирӗн урӑххине кӗтмелле?» – тесе ыйтма Иисус патне янӑ.
Манӑн пророк пултарулӑхӗ пур пулсан та, пӗтӗм вӑрттӑнлӑхпа пӗлӗве ӑнкаратӑп пулсан та, тусене вырӑнтан куҫармалӑх ҫирӗп ӗненӳллӗ пулсан та, хам юратулӑхсӑр пулсан, эппин эпӗ ним тӗшне те тӑмастӑп.