Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 17:5 - Синодальный НЗ

5 Апостолсем вара Хуҫамӑра: «Пирӗн ӗненӗве вӑйлатсам», – тенӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 17:5
9 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Апостолсем Иисус патӗнче пуҫтарӑннӑ, хӑйсем мӗн-мӗн тунине, мӗн-мӗн вӗрентнине йӑлтах каласа панӑ.


Ача ашшӗ, куҫҫульленсе, ҫав самантрах: «Ӗненетӗп, Хуҫамӑр! Ӗненсех ҫитерейместӗп пулсан, пулӑшсам!» – тесе кӑшкӑрса янӑ.


Иисус ҫав тӑлӑх арӑма курсан, ӑна хӗрхенсе: «Ан йӗр», – тенӗ.


Иоанн вара вӗсенчен иккӗшне чӗнсе илнӗ те: «Килмелли Эсӗ-и е пирӗн урӑххине кӗтмелле?» – тесе ыйтма Иисус патне янӑ.


Иисус Христос мана тӗрек парса тӑнине пула эпӗ тем тума та вӑй ҫитеретӗп.


Сирӗншӗн, тӑвансемӗр, пирӗн яланах Турра тав тумалла. Ҫапла туни тӗрӗс пулӗччӗ, мӗншӗн тесен сирӗн ӗненӗвӗр ҫирӗпленсех пырать, сирӗн хушшӑрта пӗр-пӗрне юратасси те вӑйлансах пырать.


Иисус ҫине куҫ илмесӗр пӑхар. Вӑл – ӗненӗве Пуҫараканӗ тата Пурнӑҫлаканӗ. Вӑл, тӳпере ырлӑх курас вырӑнне, мӑшкӑла пӑхса тӑмасӑр хӗрес ҫинчи асапа курнӑ. Вара Турӑ престолӗн сылтӑм енне ларнӑ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ