4 Вӑл сан умӑнта кунне ҫичӗ хут ҫылӑха кӗрсен те, ҫичӗ хут пырса: „Ӳкӗнетӗп“, – тесен, каҫар ӑна».
Итлемесен, хупа пӗрле икӗ-виҫӗ ҫын илсе кай. Курни-илтнине ҫирӗплетекен икӗ е виҫӗ ҫын пулсан, кирек епле сӑмах та тӗрӗс пулать.
Ҫылӑха кӗнӗ тӑванӑрсене чӗререн каҫармасан Ҫӳлти Аттем те сирӗнпе ҫаплах тӑвӗ».
Эпӗ вара сире калатӑп: тӑшманӑрсене юратӑр, хӑвӑра ылханакансене ырӑ сунӑр, хӑвӑра курайман ҫынсене ырӑ тӑвӑр, хӑвӑра кӳрентерекен тата хӗсӗрлекен ҫынсемшӗн кӗлтӑвӑр.
Эпир хамӑра парӑмлӑ пулнисене каҫарнӑ пек, пирӗн парӑмсене каҫар пире.
Апостолсем вара Хуҫамӑра: «Пирӗн ӗненӗве вӑйлатсам», – тенӗ.
Ҫавӑнпа ӗнтӗ тӑшману выҫӑ пулсан, ӑна ҫитер; ӑшӗ хыпнӑ пулсан, ӗҫтер. Ҫапла тунипе вӑл намӑсне ниҫта чикме пӗлмӗ.