Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 17:3 - Синодальный НЗ

3 Хӑвӑра хӑвӑр астуса пурӑнӑр. Тӑвану сан умӑнта ҫылӑха кӗрсен эсӗ ӑна йӑнӑшне кӑтарт; ӳкӗнет пулсан каҫар.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 17:3
18 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫавӑн чухне Петр Иисусран пырса ыйтнӑ: «Хуҫам, хама усал тунӑ ӗненекен тӑванӑма ман миҫе хутчен каҫармалла? Ҫичӗ хутчен-и?»


«Хӑвӑра хӑвӑр асӑрхӑр: ҫиесшӗн, ӗҫсе ӳсӗрӗлесшӗн ҫӑткӑнланса ан ҫӳрӗр, пурӑнӑҫ хуйхи-суйхипе кӑмӑлӑрсене ан хуҫӑр. Ҫав кун сирӗншӗн кӗтмен ҫӗртен ан пултӑр,


Ҫавӑнпа та астӑвӑр: хӑвӑра ӑссӑррисем пек мар, ӑслисем пек асӑрхануллӑ тытӑр.


Сирӗнтен хӑшӗ те пулин Турӑ ырӑлӑхне ҫухатасран асӑрханӑр. Йӳҫек тымартан наркӑмӑшлӑ хунав тухса сиен ан тутӑрччӗ, нумай ҫынна ан ирсӗрлеттӗрччӗ.


Эй, тӑвансем! Сирӗнтен пӗри-пӗри чӑнлӑхран пӑрӑнса кайсан, тепри ӑна чӑнлӑх ҫулӗ ҫине тавӑртӑр.


Хамӑр мӗншӗн тӑрӑшнине ҫухатас марччӗ тесе, тулли сӑвап илесчӗ тесе, хӑвӑра хӑвӑр асӑрханса пурӑнӑр.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ