Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 17:26 - Синодальный НЗ

26 Ной вӑхӑтӗнче мӗнле пулнӑ, Этем Ывӑлӗ килес кун та ҫаплах пулӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 17:26
16 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Кайран Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: «Акӑ вӑхӑт ҫитӗ, эсир ун чух Этем Ывӑлне пӗр кунлӑх та пулин курасшӑн пулӑр, анчах кураймӑр.


Хӑй килес кун Этем Ывӑлӗ пӗлӗте енчен енне ялтӑртаттарса ҫутатакан ҫиҫӗм пек палӑрса килӗ.


Ной карап ҫине ларас кунчченех ҫынсем ӗҫсе ҫинӗ, авланнӑ, качча кайнӑ. Кайран ҫӗр ҫине шыв илнӗ те пурне те пӗтернӗ.


«Калӑпӑр, санӑн суха тӑвакан е кӗтӳ кӗтекен чуру пур. Вӑл хиртен тавӑрӑнсан эсӗ ӑна: „Кил, сӗтел хушшине ларса апат ҫи“, – тесе калӑн-и?


Калатӑп сире: Вӑл часах вӗсен хутне кӗрӗ. Анчах та Этем Ывӑлӗ килсен ҫӗр ҫинче ӗненӳ тупайӗ-ши?»


Ӗненӗве пула Ной та, Турӑ мӗн пуласси ҫинчен асӑрхаттарсан, Турра хисеплесе хӑранипе хӑйӗн кил-йышне ҫӑлмашкӑн карап тунӑ. Мӗн пуласси ун чухне уҫӑлман пулнӑ-ха. Ӗненӗве пула вӑл, ҫак пӗтӗм тӗнчене айӑпласа, ӗненӳрен килекен тӳрӗлӗхӗн еткерне илме тивӗҫ пулнӑ.


Турра хисеплеменнисен авалхи тӗнчине те Вӑл хӗрхенмен, шыв илтернӗ. Турӑ ун чухне сакӑр чуна кӑна – тӳрӗлӗх ӳкӗтлевҫи Нойпа унӑн кил-йышне кӑна – упраса хӑварнӑ.


пӗтессе те ун чухнехи тӗнче шыва путса пӗтнӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ