22 Кайран Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: «Акӑ вӑхӑт ҫитӗ, эсир ун чух Этем Ывӑлне пӗр кунлӑх та пулин курасшӑн пулӑр, анчах кураймӑр.
Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Туй ачисем кӗрӳ каччӑ хӑйсемпе пӗрле чухне кулянӗҫ-и? Анчах та акӑ вӗсенчен кӗрӳ каччӑна туртса илес кунсем ҫитӗҫ, ҫавӑн чухне вӗсем типӗ тытӗҫ.
Акӑ кӗрӳ каччӑна вӗсенчен туртса илес кунсем ҫитӗҫ, ҫав кунсенче вара вӗсем типӗ тытӗҫ.
Ӗнтӗ сирӗн ҫуртӑр пушанса юлать. Калатӑп сире: „Хуҫа Турӑ ячӗпе Килекен мухтавлӑ!“ – теес вӑхӑт ҫитиччен эсир Мана урӑх кураймӑр».
Акӑ кӗрӳ каччӑна вӗсенчен туртса илес кунсем ҫитӗҫ, ҫав кунсенче вара вӗсем типӗ тытӗҫ».
Иисус ҫапла каланӑ: «Ҫуттӑн сирӗнпе пуласси нумаях юлмарӗ. Ҫутӑ пур чухне, сире тӗттӗм хупӑрличчен, ҫӳресе юлӑр. Мӗншӗн тесен тӗттӗмре ҫӳрекен хӑй ӑҫта кайнине те пӗлмест.
Ачамсем! Манӑн сирӗнпе пуласси нумай мар. Кайран эсир Мана шырама пуҫлӑр. Иудейсене каланинех халӗ сире калатӑп: „Эпӗ каяс ҫӗре эсир ҫитеймӗр“.