Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 17:21 - Синодальный НЗ

21 Турӑ Патшалӑхӗ – сирӗн ӑшӑрта, ҫавӑнпа та: „Акӑ вӑл кунта“ е: „Авӑ унта“, – тесе калакан пулмӗ».

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 17:21
10 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Эпӗ усалсене Турӑ Сывлӑшӗпе хӑваласа кӑларатӑп пулсан, эппин, паллах, сирӗн патӑра Турӑ Патшалӑхӗ ҫитнӗ пулать.


Ҫавӑн чухне кам та пулин сире: „Христос акӑ кунта“ е: „Авӑ унта“, – тесен, ан ӗненӗр.


„Акӑ Вӑл кунта“ е: „Авӑ унта“, – тейӗҫ сире, анчах эсир вӗсем хыҫҫӑн ан кайӑр.


Иисус вара ҫапла каланӑ: «Хӑвӑра илӗртсе улталасран асӑрханӑр, мӗншӗн тесен нумайӑшӗ Ман ятӑмпа килӗҫ те: „Эпӗ – Христос!“ – тейӗҫ. „Ӗнтӗ вӑхӑт пӗтесси ҫывӑх!“ – тейӗҫ. Вӗсем хыҫҫӑн ан кайӑр.


Иоанн вӗсене хирӗҫ ҫапла каланӑ: «Эпӗ шывпа тӗне кӗртетӗп. Анчах та сирӗн хушшӑрта хӑвӑр та пӗлмен Пӗри пур.


Иисус ҫапла тавӑрнӑ: «Манӑн Патшалӑхӑм ҫак тӗнчери мар. Манӑн Патшалӑхӑм ҫак тӗнчери пулсан, Мана пӑхӑнса тӑракансем Манӑн хӳтте кӗнӗ пулӗччӗҫ, иудейсене тыттармӗччӗҫ. Анчах та халӗ Манӑн Патшалӑхӑм кунта мар».


Мӗншӗн тесен Турӑ Патшалӑхӗ ӗҫме-ҫиме таврашӗ мар, Святой Сывлӑш паракан тӳрӗлӗх, канӑҫлӑх тата савӑнӑҫ.


Турӑ Хӑйӗн ҫыннисене ҫав вӑрттӑнлӑх ытти халӑхсемшӗн мӗн тери чаплӑ пуянлӑх пулнине уҫса пама кӑмӑл тунӑ. Вӑрттӑнлӑхӗ вара – мухтавне шантаракан хӑвӑр ӑшӑрти Христос.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ