20 Пӗррехинче фарисейсем Иисусран: «Турӑ Патшалӑхӗ хӑҫан килет?» – тесе ыйтнӑ. Иисус вӗсене хирӗҫ ҫапла каланӑ: «Турӑ Патшалӑхӗ куҫа курӑнса килмест.
„Акӑ сирӗн хулӑрта пушмак ҫумне ҫыпҫӑннӑ тусана та хӑвӑр патӑртах силлесе хӑваратпӑр. Ҫапах та эсир Турӑ Патшалӑхӗ ҫывхарнине пӗлсе тӑрӑр!“ – тейӗр.
Пӗр шӑмат кун Иисус фарисейсен пуҫлӑхӗ патне хӑнана кӗнӗ. Унти фарисейсем Ӑна хытӑ сӑнаса ларнӑ.
Иоанн киличчен саккунпа пророксем кӑна пулнӑ. Ҫав вӑхӑтран пуҫласа Турӑ Патшалӑхӗн Ырӑ Хыпарне пӗлтереҫҫӗ, тӑрӑшсассӑн кашниех унта кӗреет.
Ҫакна итлекен ҫынсене Вӑл тата тепӗр ытарлӑх каласа панӑ. Иисус Иерусалималла ҫывхарса пынӑҫемӗн ҫынсем Турӑ Патшалӑхӗ те часах ҫитӗ тесе шутланӑ.
Иисус ҫапла тавӑрнӑ: «Манӑн Патшалӑхӑм ҫак тӗнчери мар. Манӑн Патшалӑхӑм ҫак тӗнчери пулсан, Мана пӑхӑнса тӑракансем Манӑн хӳтте кӗнӗ пулӗччӗҫ, иудейсене тыттармӗччӗҫ. Анчах та халӗ Манӑн Патшалӑхӑм кунта мар».