Ҫапах та налук пухакансем кӑмӑлсӑр ан юлччӑр тесен, тинӗс хӗррине кайса вӑлта яр та чи малтан лекнӗ пулла илсе ҫӑварне уҫса пӑх. Унӑн ҫӑварӗнче эсӗ пӗр статир тупӑн. Ҫав укҫа иксӗмӗршӗн те тӳлеме ҫитӗ, ӑна вӗсене пар».
– Тепӗр тесен, Этем Ывӑлӗ Ҫырнинче палӑртса хунӑ ҫулпах пырать. Анчах Этем Ывӑлне тытса паракана хуйхӑ пулӗ: ӑна ҫураличчен ҫуралманни аванрах пулнӑ пулӗччӗ».
Анчах та эпӗ ҫав ҫӑмӑллӑхсемпе пӗринпе те нихӑҫан та усӑ курмарӑм. Ҫырасса та ҫӑмӑллӑх ыйтса ҫырмастӑп. Мухтанмалли сӑлтавӑмсӑр тӑрса юличчен эпӗ вилме те хатӗр.