17 «Эсир вуннӑн юхан-суранран тасалмарӑр-и? Тепӗр тӑххӑрӑшӗ ӑҫта? – тенӗ ҫавӑн чухне Иисус.
Вара Иисуса тав туса, Ун умне ӳксе пуҫҫапнӑ. Ҫакскер Самари ҫынни пулнӑ.
– Ҫак урӑх халӑх ҫыннисӗр пуҫне ыттисем мӗншӗн Турра мухтама тавӑрӑнмарӗҫ?»
Турӑ ҫинчен пӗлеҫҫӗ пулин те, вӗсем Ӑна Турра мухтанӑ пек мухтамаҫҫӗ, тав тумаҫҫӗ. Ун вырӑнне вӗсен шухӑшӗсем пушӑ вӗрентӳсем тавра ҫавӑрӑнаҫҫӗ, вӗсен туйми чӗрисем тӗттӗмленнӗ.