1 Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: «Этемӗн ҫылӑха кӗресси пулатех, анчах илӗртсе ҫылӑха кӗртекене хуйхӑ пулӗ.
Иисус вара Петр енне ҫавӑрӑнса каланӑ: «Кай Ман патӑмран, шуйттан! Эсӗ Мана илӗртсе иккӗлентеретӗн; эсӗ Турра юрӑхли ҫинчен мар, этеме юрӑхли ҫинчен шухӑшлатӑн».
Илӗртсе ҫылӑха кӗртнӗрен ҫак тӗнче хур курать. Илӗртӳсем пулаҫҫех, анчах та илӗртсе ҫылӑха кӗртекен ҫынна хуйхӑ пулӗ.
Вара Авраам ӑна ҫапла каланӑ: „Вӗсем Моисея та, пророксене те итлемесен, вилнисенчен кам та пулин чӗрӗлсе тӑрса каласан та ӗненмӗҫ“».
Малашне пӗр-пӗрне айӑплар мар. Айӑплас вырӑнне тӑванӑма такӑнмашкӑн е ӳкмешкӗн сӑлтав парас марччӗ тесе тӑрӑшар.
Эй, тӑвансем! Тархасласа калатӑп: эсир тӗрӗс вӗрентӗве илнӗ ӗнтӗ. Эпир вӗрентнӗ пек мар, урӑхла вӗрентсе хирӗҫтерекенсенчен, такӑнтаракансенчен асӑрханӑр. Унашкаллисенчен пӑрӑнӑр.
Иудейсемшӗн те, грексемшӗн те, Турӑ чиркӗвӗшӗн те ҫылӑха кӗмелли сӑлтав пулас марччӗ тесе пурӑнӑр.
Мӗншӗн тесен чӑн-чӑн ӗненекенсем палӑрмашкӑн сирӗн хушшӑрта тӗрлӗ шухӑшлӑх пулмаллах.
Ҫавӑнпа та, ӗненекен тӑванӑма апат-ҫимӗҫ такӑнтарса ӳкерет пулсан, ӑна такӑнтарас мар тесе, пачах та аш ҫием мар.
Юлашки вӑхӑтсенче хӑшӗ-пӗрисем ӗненме пӑрахасси ҫинчен Святой Сывлӑш татӑклӑн калать. Вӗсем аташтаракан сывлӑшсене итлӗҫ, шуйттанла вӗрентӳсем хыҫҫӑн кайӗҫ.
Анчах та Манӑн сана кӑштах асӑрхаттарса каламалли те пур: унта, сан патӑнта, хӑшӗ-пӗрисем Валаам вӗрентӗвне тытса пыраҫҫӗ. Ҫавскер Валака Израиль ҫыннисене илӗртсе улталама вӗрентрӗ, ҫавӑнпа вӗсем чӳк ҫимӗҫне ҫиеҫҫӗ, аскӑнланса пурӑнаҫҫӗ.
Анчах та Манӑн сана кӑштах асӑрхаттарса каламалли пур: эсӗ хӑйне пророк теекен хӗрарӑма, Иезавеле, чармастӑн. Вӑл вара Манӑн чурамсене аскӑнланса пурӑнма, чӳк ҫимӗҫӗ ҫиме улталаса вӗрентет.