8 Ҫапла тавҫӑруллӑ пулнӑшӑн хуҫи вара хӑйӗн кил-ҫуртне пӑхакан ултавҫӑна мухтанӑ. Чӑнах та, ку тӗнче ҫыннисем хӑйсем хушшинче ҫутӑ ачисенчен тавҫӑруллӑрах.
Этем Ывӑлне хирӗҫ сӑмах калакана каҫарӗҫ, Святой Сывлӑша хирӗҫ калакана вара кунти пурӑнӑҫра та, лери пурӑнӑҫра та каҫармӗҫ».
«Ют халӑхсен», – тенӗ Петр. Вара Иисус ӑна каланӑ: «Эппин хӑйсен ҫӗр-шывӗнче пурӑнакансем ирӗклӗ, вӗсен тӳлемелле мар.
Сахалра шанчӑклӑ ҫын нумаййинче те шанчӑклӑ; сахалра ултавли нумаййинче те ултавлӑ.
Ӗнтӗ кунтан кӑларса ярсан мана кам та пулин хӑй патне илтӗр тесен, мӗн тумаллине тинех ӑнкарса илтӗм“.
„Эсӗ тата мӗнпе парӑма кӗнӗ?“ – ыйтнӑ унтан тепринчен. „Ҫӗр михӗ тулӑ“, – тенӗ хайхискер. Вӑл ӑна та: „Парӑм хутне ил те сакӑр вуннӑ тесе ҫырса хур“, – тенӗ.
«Тӳрӗ мар судья мӗн каланине астӑвӑр, – тенӗ унтан Хуҫамӑр.
Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Ҫак пурӑнӑҫра пурӑнакансем авланаҫҫӗ те, качча та каяҫҫӗ.
Анчах та лери пурӑнӑҫра вилӗмрен чӗрӗлсе тӑма тивӗҫлӗ пулнисем авланмаҫҫӗ те, качча та каймаҫҫӗ.
Ҫутӑ пур чухне ҫутта ӗненӗр, вара ҫутӑ ачисем пулӑр!» Ҫак сӑмахсене каласан Иисус вӗсем патӗнчен кайса ҫухалнӑ.
Хӑвӑра хӑвӑр ан улталӑр. Ҫак тӗнчере кам хӑйне ӑслӑ тесе шутлать, чӑннипех те ӑслӑ пулас тесессӗн ӑссӑр пултӑр.
Эсир те тахҫан тӗттӗмлӗхре пурӑннӑ. Халӗ вара, Хуҫамӑрпа пӗр пулса, ҫутӑлӑха тухрӑр. Эппин ҫутӑ ачисем пек пурӑнӑр.
Вӗсен шӑпи – пӗтеслӗх, вӗсен турри – хырӑм, вӗсем намӑсланмаллипе те мухтанаҫҫӗ. Вӗсем ҫӗр ҫинчи пирки кӑна шухӑшлаҫҫӗ.
Мӗншӗн тесен эсир пурте – ҫутӑ ачисем, кун ҫути ачисем. Эпир каҫ ачисем те, тӗттӗмлӗх ачисем те мар.
Эсир вара – суйласа илнӗ халӑх, Патша священникӗсем, сӑваплӑ халӑх, Туррӑн ҫыннисем. Сирӗн тивӗҫӗр – хӑвӑра тӗттӗмрен Хӑйӗн чаплӑ ҫутине Чӗнсе илекенӗн тӗлӗнмелле ӗҫӗсем ҫинчен хыпарласси.
Турӑ ачисемпе шуйттан ачисене ҫакӑнтан пӗлмелле: ырӑ ӗҫ туман, ҫавнашкалах тӑванне юратман ҫын Турӑ ачи мар.