Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 16:28 - Синодальный НЗ

28 Унта манӑн татах пилӗк шӑллӑм пур-ҫке! Вӑл вӗсене каласа пӗлтертӗр, вӗсен те ҫак асапланмалли вырӑна килмелле ан пултӑрччӗ!“

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 16:28
16 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Вара пуян йӑлӑнса ыйтнӑ: „Эй, мӑн асаттем, тархаслатӑп сана, Лазаре эсӗ атте килне ярсамччӗ.


Иисус пире ҫынсене вӗрентсе ҫӳреме хушрӗ. Чӗррисене те, вилнисене те Турӑ хушнипе Суд тӑваканӗ Хӑй иккенне ҫирӗплетсе пӗлтерме каларӗ.


Хайхи Силӑпа Тимофей Македонирен пырсан, чун-чӗри хистенипе Павел иудейсене Иисус вӑл Турӑ Суйласа илни тесе ҫирӗплетсех пӗлтернӗ.


Петр вӗсене татах нумай сӑмах каласа ӑнлантарнӑ, ӳкӗтленӗ: «Ҫак пӑсӑк ӑрупа пӗрле айӑплав тивесрен ҫӑлӑнса юлӑр», – тенӗ вӑл.


Эпӗ иудейсене те, грексене те Турӑ умӗнче ӳкӗнмелли ҫинчен, Иисус Христос Хуҫамӑра ӗненмелли ҫинчен хыпарларӑм.


Мӗн пӗлетӗп-ха? Мана тӗрме тата хуйхӑ кӗтни ҫинчен Святой Сывлӑш кашни хуларах асӑрхаттарать.


Анчах та эпӗ ниме те пӑхса тӑмастӑп, пурнӑҫӑма шеллеместӗп, Иисус Хуҫамӑр хама шанса панӑ ӗҫӗме – Турӑ тивлечӗллӗ Ырӑ Хыпара ӳкӗтлесе вӗрентессине – вӗҫне ҫити хавасланса туса тӑраясчӗ кӑна.


Тепӗр каҫхине вара ӑна Хуҫамӑр курӑннӑ. «Хастар пул! – тенӗ Вӑл. – Эсӗ Ман пирки Иерусалимра мӗнле ҫирӗплетсе пӗлтертӗн, Римра та ҫавнашкалах пӗлтерӗн-ха».


Анчах та Турӑ пулӑшнипе эпӗ паян кунчченех тӗрӗс-тӗкел, пӗчӗккисенчен пуҫласа аслисем таранах ҫакна каласа ҫирӗплететӗп: Христосӑн асап тӳсмеллеччӗ, вилнисенчен чӑн малтан чӗрӗлсе тӑрса иудей халӑхне те, ытти халӑхсене те ҫӑлӑнӑҫ ҫути ҫинчен пӗлтермеллеччӗ. Ҫакӑн ҫинчен пророксемпе Моисеях каласа пӗлтернӗ, вӗсем каланинчен ытла эпӗ нимӗн те каламан».


Вара вӗсем Павелпа хӑҫан тӗл пуласси пирки калаҫса татӑлнӑ. Палӑртнӑ кун ҫитсен ун патне хӑна ҫуртне вӗсем питӗ нумаййӑн пынӑ. Павел вӗсене иртен пуҫласа каҫченех Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен вӗрентнӗ. Хӑйӗн сӑмахӗсене вӑл Моисей саккунӗнче тата пророксен кӗнекисенче Иисус ҫинчен пӗлтернӗ вырӑнсемпе ҫирӗплетсе панӑ.


Апостолсем вара Хуҫамӑр сӑмахне ҫирӗплетсе пӗлтерсе, вӗрентсе ҫӳренӗ хыҫҫӑн каллех Иерусалима тавӑрӑннӑ. Ҫула май Самари тӑрӑхӗнчи ялсенче те Ырӑ Хыпара ӳкӗтлесе вӗрентнӗ.


Ӳтне кастаракан кирек епле ҫынна та тата ҫакна калам: унӑн саккуна тӗплӗн пурнӑҫласа тӑмалла.


Ҫавӑнпа та эпӗ сире Хуҫа Турӑ ячӗпе тархаслатӑп: малашне тӗлсӗр те пушӑ ӑс-пуҫлӑ ытти халӑхсем пек ан хӑтланӑр.


Хӑвӑрах пӗлетӗр: эпир сире пурсӑра та ашшӗ ачисене ӳкӗтленӗ пекех Турра юрӑхлӑ пурӑнма тархасласа ӳкӗтлерӗмӗр, йӑлӑнтӑмӑр. Турӑ сире Хӑйӗн Патшалӑхне кӗме, Хӑйӗн мухтавне тивӗҫлӗ пулма чӗнсе илнӗ.


Сирӗнтен пӗри те, тӗрӗс мар ҫулпа кайса, хӑйшӗн кӑна тӑрӑшса, тӑванне ан улталатӑр. Ҫакнашкал хӑтланса пурӑнакансене Хуҫа Турӑ тавӑрать. Эпир сире ун пирки малтанах ҫирӗплетсе каланӑччӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ