25 Анчах та Авраам ҫапла каланӑ: „Ачам! Астуса ил-ха, ҫӗр ҫинчи пурӑнӑҫунта эсӗ ырлӑх куртӑн, Лазарь вара нуша курса пурӑнчӗ. Халӗ вӑл кунта савӑнать, эсӗ вара асапланатӑн.
«Ырӑ ҫыннӑмӑр, – тенӗ вӗсем, – леш ултавҫӑ Хӑй чӗрӗ чухне „виҫӗ кунран чӗрӗлсе тӑрӑп“ тенине аса илтӗмӗр-ха эпир.
Сана уру ҫылӑх тума илӗртет пулсан, ӑна касса пӑрах: икӗ урупа тамӑка, сӳнми вута пӑрахнинчен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа уксаххӑн кӗни саншӑн лайӑхрах.
Ҫав пуянӑн хапхи умӗнче кӗсенленсе кайнӑ Лазарь ятлӑ кӗлмӗҫ выртнӑ.
Вӑл тамӑкра асапланнӑ чух ҫӳлелле пӑхнӑ та инҫетре Авраама тата унпа юнашар тӑракан Лазаре курнӑ.
Унтан та ытларах, ку енчен леш енне каҫма та, леш енчен ку енне каҫма та май ҫук, мӗншӗн тесен сирӗнпе пирӗн хушшӑмӑрта тӗпсӗр шырлан“.
Пуянсем, сире вара хуйхӑ пулӗ, эсир савӑнӑҫӑра илтӗр ӗнтӗ.
Ҫакна Эпӗ сире чун канӑҫлӑхне Манра тупӑр тесе каларӑм. Ку тӗнче сирӗншӗн хуйхӑ-суйхӑллӑ пулӗ, ҫапах ҫирӗп кӑмӑллӑ пулӑр: Эпӗ тӗнчене ҫӗнтертӗм».
Апостолсем вӗренекенӗсен кӑмӑлне ҫирӗплетнӗ, ӗненӳпе пурӑнма вӗрентсе ӳкӗтленӗ. «Турӑ Патшалӑхне кӗрес тесен пирӗн нумай асап тӳсмелле», – тенӗ вӗсем.
Ӳт-пӳ туртни хыҫҫӑн кайни вӑл Турра хирӗҫ кайниех. Унашкаллисем Турӑ йӗркине пӑхӑнмаҫҫӗ, пӑхӑнма та пултараймаҫҫӗ.
Вӗсен шӑпи – пӗтеслӗх, вӗсен турри – хырӑм, вӗсем намӑсланмаллипе те мухтанаҫҫӗ. Вӗсем ҫӗр ҫинчи пирки кӑна шухӑшлаҫҫӗ.
Ҫак хӗсӗрленӗ тапхӑрта сирӗнтен пӗри те ӗненӳ пирки ан иккӗлентӗр терӗмӗр. Вӑл асапа пире тӳсме пӳрнине хӑвӑрах пӗлетӗр.
Ҫылӑхлӑ та вӑхӑтлӑх киленӳсемпе савӑнса пурӑниччен Турӑ халӑхӗпе пӗрле нушаланам тенӗ вӑл.
Тӗнчене те, тӗнчере мӗн пуррине те ан юратӑр. Тӗнчене юратакан Атте Турра юратмасть.
«Ырӑ ҫыннӑм! Ӑна эсӗ хӑвах пӗлетӗн», – терӗм эпӗ. Вара вӑл мана ҫапла каларӗ: «Ку ҫынсем – тӗрӗслев асапӗ витӗр тухнисем. Вӗсем хӑйсен тумтирне Путек Юнӗпе ҫуса тасатнӑ, шуратнӑ.