20 Ҫав пуянӑн хапхи умӗнче кӗсенленсе кайнӑ Лазарь ятлӑ кӗлмӗҫ выртнӑ.
Вӑл хапхаран тухнӑ чухне ӑна тепӗр хӗрарӑм тарҫӑ асӑрханӑ та унти ҫынсене каланӑ: «Ак ҫакӑ та Иисус Назорейпа пӗрлеччӗ».
Иисус татах каланӑ: «Пӗр ҫын питӗ пуян пулнӑ. Вӑл чи хаклӑ йышши тумтирпе ҫӳренӗ, куллен чаплӑ ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ.
Вӑл пуян сӗтелӗ ҫинчен ӳкекен тӗпренчӗксемпе тӑранса пурӑнасшӑн пулнӑ. Унӑн суранӗсене йытӑсем пыра-пыра ҫулланӑ.
Лазарь ятлӑ пӗр ҫын чирлесе ӳкнӗ. Вӑл Марияпа унӑн аппӑшӗ Марфа пурӑнакан Вифани ялӗнченех пулнӑ.
Ҫавӑнта амӑш варӗнченех уксах ҫуралнӑ ҫын пулнӑ. Турӑ Ҫуртне кӗрекенсенчен ыйткаласа ларма ҫав ҫынна кашни кунах Илемлӗ Хапха текен мӑн алӑк умне ҫӗклесе пырса лартнӑ.
Чухӑн ӗненекен хӑйне Турӑ асла кӑларнӑшӑн савӑнтӑр.
Эй, савнӑ тӑванӑмсем! Итлесемӗр мана: ӗненӳпе пуян пулмашкӑн Турӑ ҫак тӗнчери чухӑнсене суйласа илмен-им? Хӑйне юратакансене шантарнӑ Патшалӑха Турӑ чухӑнсене еткере парас темен-им?