19 Иисус татах каланӑ: «Пӗр ҫын питӗ пуян пулнӑ. Вӑл чи хаклӑ йышши тумтирпе ҫӳренӗ, куллен чаплӑ ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ.
Вара Ӑна патшалла хӗрлӗ тум тӑхӑнтартнӑ, Ун пуҫне йӗплӗ кӳкен хуллинчен явнӑ пуҫ кӑшӑлӗ тӑхӑнтартнӑ.
Унтан, мӑшкӑлласа тӑрансан, Ун ҫийӗнчи хӗрлӗ тумне хывса илнӗ те Хӑйӗн тумтирне тӑхӑнтартнӑ. Вара Ӑна пӑталама илсе кайнӑ.
Часах кӗҫӗн ывӑлӗ хӑйӗнне пӗтӗмпех пуҫтарнӑ та инҫетри ҫӗр-шыва тухса кайнӑ. Унта путсӗр пурӑнса вӑл хӑйӗн пурлӑхне салатса пӗтернӗ.
Унтан Хӑйӗн вӗренекенӗсене Иисус ҫапла каланӑ: «Пӗр пуян ҫыннӑн кил-ҫурт пӑхса тӑраканни пулнӑ. Вӑл хуҫин пурлӑхне салатса пӗтерни ҫинчен хайхи пуяна хыпар ҫитернӗ.
Кирек кам та, арӑмӗнчен уйӑрӑлса урӑххине качча илсен, мӑшӑрне улталать. Уйӑрӑлнӑ хӗрарӑма качча илни те мӑшӑра улталаниех пулать».
Ҫав пуянӑн хапхи умӗнче кӗсенленсе кайнӑ Лазарь ятлӑ кӗлмӗҫ выртнӑ.
Хӗрарӑмӗ тӗксӗм хӗрлӗ хӑмач тумтир тӑхӑннӑ, ылтӑн капӑрчӑксемпе, хаклӑ йышши чулсемпе, ӗнчӗпе илемленнӗ. Аллине хӑй ылтӑн курка тытнӑ, курка тулли вара – унӑн аскӑнлӑхӗн ирсӗрлӗхӗпе тасамарлӑхӗ.
ҫапла калӗҫ: „Эй, аслӑ хула! Хуйхӑ ҫитрӗ сана, пысӑк хуйхӑ! Эсӗ виссонпа порфира, хӗрлӗ хӑмач тумтир тӑхӑнаттӑн, ылтӑнпа тата хаклӑ йышши чулсемпе, ӗнчӗпе капӑрланаттӑн!
Вӑл мӗн чухлӗ чаплӑланчӗ, пуянлӑхӗпе мӗн чухлӗ киленчӗ, ӑна ҫавӑн чухлӗ асаппа хуйхӑ кӑтартӑр. Мӗншӗн тесен вӑл ҫаплах хӑй ӑшӗнче: „Эп патшара ларатӑп, эп тӑлӑх арӑм мар, нихҫан та хурлӑх курмӑп“, – тет.