18 Кирек кам та, арӑмӗнчен уйӑрӑлса урӑххине качча илсен, мӑшӑрне улталать. Уйӑрӑлнӑ хӗрарӑма качча илни те мӑшӑра улталаниех пулать».
Эпӗ вара сире калатӑп: кам хӑй арӑмне аскӑн ӗҫпе айӑпа кӗмен ҫӗртех уйӑрса ярса урӑххине качча илет, ҫав мӑшӑра улталас ҫул ҫине тӑрать. Уйӑрӑлнӑ хӗрарӑма качча илни те мӑшӑра улталаниех пулать».
Иисус татах каланӑ: «Пӗр ҫын питӗ пуян пулнӑ. Вӑл чи хаклӑ йышши тумтирпе ҫӳренӗ, куллен чаплӑ ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ.
Арӑмӗ хӑйӗн ӳт-пӗвӗпе хуҫаланаймасть, унӑн хуҫи – упӑшки. Ҫавнашкалах упӑшки те хӑйӗн ӳт-пӗвӗпе хуҫаланаймасть, унӑн хуҫи – арӑмӗ.