8 «Е пӗр-пӗр хӗрарӑм хӑйӗн вунӑ драхма укҫинчен пӗрне ҫухаттӑр. Вӑл вара ҫутаткӑҫ ҫутса, урайне шӑпӑрпа шӑлса укҫине тупичченех тӑрӑшса шырамӗ-и?
Ҫутаткӑҫа та ҫутсан чӳлмекпе хупламаҫҫӗ; пӳртрисене пурне те ҫутӑ пултӑр тесе ӑна ҫутаткӑҫ лартмалли ҫине вырнаҫтараҫҫӗ.
Калатӑп сире: ҫавнашкалах тӳпере те, ҫылӑхлӑ пӗр ҫын ӳкӗнсен, уншӑн ӳкӗнме те кирлӗ мар тӑхӑр вун тӑхӑр тӳрӗ ҫыншӑн савӑннинчен ытларах савӑнӗҫ».
Укҫине тупсан вӑл тус-тантӑшӗсене, кӳршӗ хӗрарӑмӗсене чӗнсе пуҫтарӗ те вӗсене: „Манпа пӗрле савӑнӑр, эпӗ ҫухалнӑ укҫана тупрӑм!“ – тейӗ.
Этем Ывӑлӗ ҫухалнӑ ҫынсене шыраса тупса ҫӑлма килнӗ», – тенӗ Иисус.
Манӑн урӑх сурӑхсем те пур, вӗсем ку картара мар. Манӑн вӗсене те илсе килмелле. Вӗсем те Ман сасса илтӗҫ, вара пӗр кӗтӳ, пӗр Кӗтӳҫӗ пулӗ.
Унтан та ытларах, Иисус пӗр ҫак халӑхшӑн ҫеҫ мар, сапаланса кайнӑ Турӑ ачисене пӗр ҫӗре пуҫтарассишӗн те вилессе Каиафа пророкла систернӗ.
Чылай тухатмӑш-юмӑҫ та, хӑйсен ӑрӑм кӗнекисене пӗр ҫӗре пухса, пӗтӗм халӑх умӗнче ҫунтарса янӑ. Унтан ҫунтарса янӑ кӗнекесен хакне шутласа пӑхнӑ, вӗсен хакӗ аллӑ пин кӗмӗл укҫана яхӑн пулнӑ.
Вара, килсессӗн, Вӑл сире, Турӑран аякрисемпе ҫывӑххисене те, канӑҫлӑх кӳрекен Ырӑ Хыпар пӗлтернӗ.