7 Калатӑп сире: ҫавнашкалах тӳпере те, ҫылӑхлӑ пӗр ҫын ӳкӗнсен, уншӑн ӳкӗнме те кирлӗ мар тӑхӑр вун тӑхӑр тӳрӗ ҫыншӑн савӑннинчен ытларах савӑнӗҫ».
Чӑн калатӑп сире: ҫав ҫын, сурӑхне тупсассӑн, уншӑн ытти ҫухалман тӑхӑр вун тӑхӑр сурӑхӗнчен те ытларах савӑнӗ.
Эппин хӑвӑр ҫылӑхран ӳкӗннине тивӗҫлӗ ӗҫпе ҫирӗплетсех тӑрӑр.
Калатӑп сире: ҫылӑхлӑ пӗр ҫын ӳкӗннишӗн те Туррӑн ангелӗсем ҫавӑн пекех савӑнаҫҫӗ».
Анчах вӑл ашшӗне хирӗҫ каланӑ: „Миҫе ҫул эпӗ саншӑн тарҫӑ пек ӗҫлесе пурӑнтӑм, эсӗ мӗн хушнине яланах туса тӑтӑм. Анчах юлташсемпе савӑнма эсӗ мана пӗр качака путекки те пустарса памарӑн!
Шӑллу тавӑрӑннӑшӑн хӗпӗртемелле, мӗншӗн тесен вӑл вилнӗччӗ, халӗ чӗрӗлчӗ; ҫухалнӑччӗ, халӗ тупӑнчӗ!“»
Вара килне илсе пырсан хӑйӗн тусӗсене, кӳршисене чӗнсе пуҫтарӗ те вӗсене калӗ: „Манпа пӗрле савӑнӑр, эпӗ ҫухалнӑ сурӑха тупрӑм!“ – тейӗ.
«Е пӗр-пӗр хӗрарӑм хӑйӗн вунӑ драхма укҫинчен пӗрне ҫухаттӑр. Вӑл вара ҫутаткӑҫ ҫутса, урайне шӑпӑрпа шӑлса укҫине тупичченех тӑрӑшса шырамӗ-и?
Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Эсир ҫынсем умӗнче хӑвӑра тӳрӗ пек кӑтартатӑр, анчах сирӗн чӗрӗре Турӑ пӗлет. Мӗншӗн тесен ҫынсем хушшинче чаплӑ пекки Турӑ умӗнче ирсӗр.
Эпӗ тӳрӗ пурӑнакансене мар, ҫылӑхлисене ӳкӗнме чӗнмешкӗн килнӗ».
Тахҫан эпӗ саккун мӗнне пӗлмесӗрех пурӑнаттӑм, анчах та пил-хушусене пӗлсессӗн ҫылӑх чӗрӗлчӗ,