3 Вӑл вара вӗсене ҫак ытарлӑха каласа кӑтартнӑ:
Чи малтан Израиль халӑхӗ патне кайӑр, вӗсем ӗнтӗ ҫӗтсе кайнӑ сурӑхсем пекех.
Иисус халӑха ытарлӑн каласа нумай вӗрентнӗ. Вӑл ҫапла каланӑ: «Пӗр акаҫӑ акана тухнӑ.
„Ҫынсем парне кӳни мар, ырӑ кӑмӑллӑ пулни кирлӗ Мана“, – тенӗ вӗт Ҫырнинче. Кайӑр та ҫакӑ мӗне пӗлтернине ӑнкарса илме тӑрӑшӑр. Эпӗ тӳрӗ пурӑнакансене мар, ҫылӑхлисене ӳкӗнме чӗнмешкӗн килнӗ».
Унта тӑракан фарисейсемпе саккун вӗрентӳҫисем ӳпкелешсе калаҫнӑ: «Вӑл ҫылӑхлӑ ҫынсене йышӑнать, вӗсемпе пӗрле апат ҫиет!» – тенӗ.
«Сирӗн хӑшӗн те пулин ҫӗр пуҫ сурӑх пултӑр. Вӑл, пӗр сурӑхне ҫухатсан, тӑхӑр вун тӑххӑрӑшне хире хӑварса, ҫухалнӑ сурӑхне мӗн тупичченех шыраса ҫӳремӗ-и?
Иисус унран тата тепӗр хут ыйтнӑ: «Иона ывӑлӗ Симон! Эсӗ Мана юрататӑн-и?» «Юрататӑп, Хуҫамӑр! – тенӗ Петр. – Эпӗ Сана юратнине Эсӗ Ху та пӗлетӗн». Иисус ӑна каланӑ: «Манӑн сурӑхӑмсен кӗтӳҫи пул».
Ун сӑмахне итлесе пӗтернӗ хыҫҫӑн вӗсем Турра мухтарӗҫ. Унтан Павела ҫапла каларӗҫ: «Иисуса ӗненекенсем хушшинче миҫе пин иудей пулнине куратӑн-и, тӑванӑм? Вӗсем пурте Моисей саккунне ҫирӗп пӑхӑнса пурӑнаҫҫӗ.