Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 15:29 - Синодальный НЗ

29 Анчах вӑл ашшӗне хирӗҫ каланӑ: „Миҫе ҫул эпӗ саншӑн тарҫӑ пек ӗҫлесе пурӑнтӑм, эсӗ мӗн хушнине яланах туса тӑтӑм. Анчах юлташсемпе савӑнма эсӗ мана пӗр качака путекки те пустарса памарӑн!

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 15:29
23 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

„Кусем, кайран килнисем, пӗр сехет пек ӗҫлерӗҫ те, пирӗнпе, кун каҫа шӑрӑхра тар тӑкса тертленекенсемпе, танах илчӗҫ“, – тенӗ вӗсем.


Аслӑ ывӑлӗ питӗ ҫилленнӗ, килне те кӗресшӗн пулман. Ашшӗ ӑна хӑй тухса чӗннӗ.


Аскӑн арӑмсемпе ҫӳресе пурлӑхне салатнӑ ывӑлу килнӗ те, эсӗ уншӑн самӑртнӑ пӑрӑва пустарнӑ“.


Калатӑп сире: ҫавнашкалах тӳпере те, ҫылӑхлӑ пӗр ҫын ӳкӗнсен, уншӑн ӳкӗнме те кирлӗ мар тӑхӑр вун тӑхӑр тӳрӗ ҫыншӑн савӑннинчен ытларах савӑнӗҫ».


Эсир те ҫаплах, хӑвӑра мӗн хушнине тусассӑн: „Эпир ним тӗшне тӑман чурасем, мӗншӗн тесен хамӑр тума тивӗҫлине кӑна турӑмӑр“, – тейӗр».


Ытти ҫынсенчен йӗрӗнсе, эпир кӑна тӳрӗ пурӑнатпӑр тесе шутлакансене Иисус ҫакӑн пек ытарлӑх каласа кӑтартнӑ:


Эпӗ санран хӑрарӑм, мӗншӗн тесен эсӗ хытӑ чунлӑ ҫын: памасӑрах илетӗн, акмасӑрах выратӑн“.


Турӑ ҫеҫ тӳрре кӑларасса ӑнланман пирки вӗсем хӑйсем тӳрре тухасшӑн, Туррӑн тӳрре кӑларас шухӑшне итлесшӗн мар.


Саккуна пурнӑҫланипе кӑна пӗр ҫын та Унӑн умӗнче тӳрре тухаймӗ. Мӗншӗн тесен саккун урлӑ ҫылӑх мӗнне пӗлесси ҫеҫ килет.


Пирӗн мӗнпе мухтанмалла-ха? Мухтанмалли нимӗн те ҫук. Мӗнле саккунпа мухтанмалла? Саккун хушнине туса-и? Паллах, ҫук. Саккун хушнине тунипе мар, ӗненӳпе кӑна мухтанма пулать.


Тахҫан эпӗ саккун мӗнне пӗлмесӗрех пурӑнаттӑм, анчах та пил-хушусене пӗлсессӗн ҫылӑх чӗрӗлчӗ,


Сывлӑш чиркӳсене мӗн каланине илтме хӑлха пурри илттӗр. Ҫӗнтерекене Эпӗ курӑнми маннӑ ҫиме ирӗк парӑп, шурӑ чул парнелӗп. Ҫав чул ҫине илекеннисӗр пуҫне урӑх никам та пӗлмен ҫӗнӗ ят ҫырса хунӑ“».


„Ҫитменни ман нимӗн те ҫук, эпӗ пуйрӑм, эпӗ пуян,“ – тетӗн эсӗ. Ху вара телейсӗр те мӗскӗн, кӗлмӗҫ, суккӑр, ҫаппа-ҫарамас пулнине те пӗлместӗн.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ