27 Тарҫи ӑна каланӑ: „Сан шӑллу тавӑрӑнчӗ, вӑл сывӑ тавӑрӑннӑшӑн савӑннипе аҫу самӑртнӑ пӑрӑва пустарчӗ“.
Вара патша урӑх чурисене ҫапла каласа янӑ: „Чӗнсе хунисене калӑр: ӗҫкӗм-ҫикӗм хатӗр ӗнтӗ, вӑкӑрсемпе самӑртнӑ выльӑхсене те пустартӑм, йӑлтах хатӗр, туя килме кӑмӑл тусамӑр“.
Вара пӗр тарҫине чӗнсе илнӗ те: „Кунта мӗн тӑваҫҫӗ?“ – тесе ыйтнӑ.
Аслӑ ывӑлӗ питӗ ҫилленнӗ, килне те кӗресшӗн пулман. Ашшӗ ӑна хӑй тухса чӗннӗ.
Аскӑн арӑмсемпе ҫӳресе пурлӑхне салатнӑ ывӑлу килнӗ те, эсӗ уншӑн самӑртнӑ пӑрӑва пустарнӑ“.
Анания хӑйне каланӑ ҫурта кайса шыраса тупнӑ. «Савл тӑванӑм! – тенӗ вӑл пӳрте кӗрсен, ун ҫине аллине хурса. – Эсӗ ҫулпа пынӑ чух сана курӑннӑ Иисус Хуҫамӑр санӑн куҫна уҫма тата чун-чӗрӳне Святой Сывлӑшпа тултарма мана ячӗ».
Ӗнтӗ тек вӑл саншӑн чура мар, ҫывӑх ҫынну, савнӑ ӗненекен тӑвану. Вӑл маншӑн хаклӑ ҫыннӑм пулчӗ, саншӑн тата пахарах пулӗ. Эсӗ ӑна ҫынлӑхӗшӗн ҫеҫ мар, Хуҫамӑр урлӑ тӑван пулнишӗн те килӗштерӗн-ха.