22 Ашшӗ хӑйӗн чурисене ҫапла каланӑ: „Чи лайӑх тумтир илсе килсе тумлантарӑр ӑна. Пӳрнине куҫлӑ ҫӗрӗ тӑхӑнтартӑр, урине тӑхӑнма пушмак парӑр.
„Эй, атте! – тенӗ ӑна ывӑлӗ. – Эпӗ Турӑ умӗнче те, сан умӑнта та ҫылӑха кӗтӗм, ывӑлу ятне илтме те тивӗҫсӗр!“
Самӑртнӑ пӑрӑва ҫавӑтса килсе пусӑр, ӗҫсе ҫиер, савӑнар!
Ун вырӑнне, Иисус Христос Хуҫамӑра ӗненсе, хӳтлӗх тумне тӑхӑнар. Ҫылӑхлӑ кӑмӑл хыҫҫӑн каяс мар тесен, ӳт-пӳшӗн виҫине пӗлсе тӑрӑшар.
Иисус Христоса ӗненни урлӑ килекен Турӑ тӳрӗлӗхне мӗн пур ӗненекен илме пултарать, мӗншӗн тесен пур ҫын та пӗр,
Мӗншӗн тесен эсир чуралӑхӑн хӑратакан Сывлӑшне мар, хӑвӑра Турӑ ачи пултаракан Сывлӑша илнӗ. Ҫав Сывлӑша пула эпир Турра: «Авва, Аттемӗр!» – тесе йӑлӑнатпӑр.
Христоспа пӗр пулма тӗне кӗрсе эсир Христос сӑнлӑхне йышӑнтӑр.
Канӑҫлӑх ҫинчен пӗлтермешкӗн хатӗр пулни сирӗн урана тӑхӑнмалли пултӑр.
Ӑна таса та шурӑ виссон тӑхӑнтартрӗҫ. Виссон тумтир вара сӑваплисен тӳрӗлӗхне пӗлтерет».
Сывлӑш чиркӳсене мӗн каланине илтме хӑлха пурри илттӗр. Ҫӗнтерекене Эпӗ курӑнми маннӑ ҫиме ирӗк парӑп, шурӑ чул парнелӗп. Ҫав чул ҫине илекеннисӗр пуҫне урӑх никам та пӗлмен ҫӗнӗ ят ҫырса хунӑ“».
Эпӗ сана акӑ мӗнле канаш паратӑп: пуяс тетӗн пулсан Манран вутпа тасалнӑ ылтӑн туян. Хӑвӑн намӑсна, ҫарамаслӑхна пытармашкӑн вара Манран шурӑ тумтир туянса тӑхӑн. Куҫна вара, куракан пултӑр тесе, куҫ эмелӗ сӗр.
Унтан вӗсене пурне те шурӑ тумтир пачӗҫ, хӑйсем пекех вилес юлташӗсен, ӗненекен тӑванӗсен шучӗ тулса ҫитессе тата тепӗртак, лӑпкӑн кӗтме хушрӗҫ.
Вара эпӗ пӑхрӑм та, акӑ, никам шутласа кӑларайми йышлӑ халӑх куртӑм. Унта тӗрлӗ йӑх-ӑру, тӗрлӗ чӗлхеллӗ тӗрлӗ халӑх ҫыннисем. Вӗсем престол умӗнче, Путек умӗнче тӑраҫҫӗ. Хӑйсем шурӑ тумтир тумланнӑ, аллисене пальма турачӗсем тытнӑ.