1 Пӗррехинче Иисуса итлеме налук пухакансем те, ҫылӑхлӑ ҫынсем те нумаййӑн пынӑ.
Хӑвӑра савакансене кӑна юрататӑр пулсан, эсир сӑвапа тивӗҫлӗ-и-ха? Налук пухакансем те ҫаплах тумаҫҫӗ-им?
Ун чухне кайрисем малта пулӗҫ, малтисем кайра пулӗҫ».
Иоана итленӗ пӗтӗм халӑх, ҫав шутрах налук пухакансем те, унран шыва кӗрсе Турра мухтанӑ.
Саккун каярахпа килнӗ, ҫавна пула ҫылӑх нумайланнӑ. Ҫылӑх нумайлансан вара Турӑ ырӑлӑхӗ татах нумайланнӑ.
Эпӗ калани чӑн, ҫав сӑмаха пирӗн тӗппипех йышӑнмалла: Христос Иисус ҫак тӗнчене ҫылӑхлисене ҫӑлма килнӗ. Эпӗ – ҫылӑхлисенчен те ҫылӑхлӑрах.