28 Сиртен кам та пулин ҫурт лартма шутлать пулсан, вӑл малтан ҫурчӗ мӗн хака ӳкессе тата ӑна туса пӗтерме укҫи ҫитессе шутласа пӑхмӗ-и?
Ман ятӑмшӑн сире пурте курайми пулӗҫ; кам вӗҫне ҫитичченех тӳсӗ, ҫав ҫӑлӑнӗ.
«Тиллӗн те шӑтӑкӗ пур, вӗҫен кайӑкӑн та йӑви пур, Этем Ывӑлӗн кӑна пуҫне хурса канмалӑх вырӑнӗ ҫук», – тенӗ вара ӑна Иисус.
Кам хӑйӗн асап хӗресне йӑтса Ман хыҫҫӑн пымасть, ҫав Манӑн вӗренекенӗм пулаймӗ.
Унсӑрӑн вӑл никӗсне хурӗ те ҫуртне туса пӗтереймӗ. Вара пурте унран кулма пуҫлӗҫ:
Ҫавӑн пекех эсир те, хӑвӑрӑн мӗн пуррине пӑрахӑҫламасан, Ман вӗренекенӗмсем пулаймӑр».
«Мӗн тӑватӑр эсир? Мӗншӗн йӗрсе чӗреме ҫуратӑр? – терӗ пире Павел. – Эпӗ Иисус Хуҫамӑр ячӗшӗн Иерусалимра хама ҫыхса пӑрахтарма кӑна мар, вилме те хатӗр».