Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 14:27 - Синодальный НЗ

27 Кам хӑйӗн асап хӗресне йӑтса Ман хыҫҫӑн пымасть, ҫав Манӑн вӗренекенӗм пулаймӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 14:27
12 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Кам хӑйӗн асап хӗресне йӑтса Ман хыҫҫӑн пымасть, ҫав Мана тивӗҫлӗ мар.


анчах та унӑн чун-чӗри тымарсӑр та иккӗленчӗк. Сӑмахшӑн хӗн кӑтартма е хӗсӗрлеме тытӑнсан, вӑл тӳрех ӗненӳрен пӑрӑнать.


Вара Иисус ӑна тинкерсе пӑхнӑ та ӑшшӑн каланӑ: «Ӗнтӗ сана пӗр япала кӑна ҫитеймест: кай та пӗтӗм пурлӑхна сутса чухӑнсене валеҫсе пар, вара сан валли пурлӑх пӗлӗт ҫинче пулӗ. Ху кил те, асап хӗресне йӑтса, Ман хыҫҫӑн пыракан пул».


Ҫул ҫинче вӗсем хиртен тавӑрӑнакан Симон ятлӑ Киринея ҫыннине, Александрпа Руф ашшӗне, тӗл пулнӑ, Иисусӑн хӗресне йӑтса пыма ҫавна хушнӑ.


Сиртен кам та пулин ҫурт лартма шутлать пулсан, вӑл малтан ҫурчӗ мӗн хака ӳкессе тата ӑна туса пӗтерме укҫи ҫитессе шутласа пӑхмӗ-и?


Иисус, Хӑйӗн хӗресне ҫӗклесе, «Пуҫ купташки» текен вырӑна ҫитнӗ, еврейла ӑна Голгофа теҫҫӗ.


Апостолсем вӗренекенӗсен кӑмӑлне ҫирӗплетнӗ, ӗненӳпе пурӑнма вӗрентсе ӳкӗтленӗ. «Турӑ Патшалӑхне кӗрес тесен пирӗн нумай асап тӳсмелле», – тенӗ вӗсем.


Асапӑм та манӑн ҫав сӑлтава пула, анчах та эпӗ вӑтанмастӑп. Мӗншӗн тесен эпӗ Кама ӗненнине пӗлетӗп, ҫав юлашки кун ҫитиччен Вӑл Хӑй мана шантарнине те вӑйра хӑварасса пӗлетӗп.


Тепӗр тесен, Турра хисеплесе, Христос Иисуспа пӗрлӗхлӗ пулса пурӑнас текенсене пурне те хӗсӗрлӗҫ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ