Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 14:26 - Синодальный НЗ

26 «Кам хӑйӗн ашшӗ-амӑшне, арӑмне, ачисене, пӗртӑванӗсене е хӑйӗн пӗртен-пӗр пурӑнӑҫне Манран мала хурать, вӑл Ман вӗренекенӗм пулма пултараймӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 14:26
18 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ашшӗне е амӑшне Мана юратнинчен те ытларах юратакан Мана тивӗҫлӗ мар. Ывӑлне е хӗрне Мана юратнинчен те ытларах юратакан та Мана тивӗҫлӗ мар.


Виҫҫӗмӗшӗ тата: „Эпӗ нумай пулмасть авлантӑм, ҫавӑнпа пыраймастӑп“, – тенӗ.


Иисус хыҫҫӑн питӗ нумай халӑх пынӑ. Вӑл ҫавӑрӑнса пӑхнӑ та вӗсене каланӑ:


Кам хӑйӗн пурӑнӑҫне юратать, ҫав ӑна пӗтерӗ. Кам ку тӗнчере хӑйӗн пурӑнӑҫне юратмасть, ҫав ӑна ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ валли упраса хӑварӗ.


Анчах та эпӗ ниме те пӑхса тӑмастӑп, пурнӑҫӑма шеллеместӗп, Иисус Хуҫамӑр хама шанса панӑ ӗҫӗме – Турӑ тивлечӗллӗ Ырӑ Хыпара ӳкӗтлесе вӗрентессине – вӗҫне ҫити хавасланса туса тӑраясчӗ кӑна.


Ҫырнинче ун пирки: «Эпӗ Иакова килӗштертӗм, Исава килӗштермерӗм», – тенӗ.


Хуҫамӑра, Иисус Христоса, пӗлесси пуринчен те чаплӑрах пулнӑран эпӗ ыттине йӑлтах пӑрахӑҫларӑм, ҫӳп-ҫап вырӑнне кӑна хуратӑп. Ҫакна эпӗ Христоса ӑша хывас тесе,


Вӗсем ӑна Путек Юнӗпе тата хӑйсем каласа пӗлтернӗ сӑмахпа ҫӗнтерчӗҫ, вилӗмрен хӑрамасӑр пурӑнӑҫне шеллемерӗҫ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ