17 Ӗҫсе ҫиме вӑхӑт ҫитсен вӑл чӗнсе хунисем патне хӑйӗн чурине: „Ӗнтӗ апат-ҫимӗҫ пӗтӗмпех хатӗр, пырӑр“, – тесе калама янӑ.
Иисус вара ӑна ҫапла каланӑ: «Пӗр ҫын пысӑк ӗҫкӗ-ҫикӗ хатӗрленӗ те йышлӑ хӑна чӗннӗ.
Анчах чӗнсе хунисем, пӗр-пӗринпе калаҫса татӑлнӑ пекех, тӗрлӗрен сӑлтав тупса каҫару ыйтнӑ. „Эпӗ ҫӗр илтӗм, ҫавна пӑхма манӑн халех каймалла. Тархасшӑн, каҫар мана“, – тенӗ ӑна пӗри.
Уявӑн юлашки, аслӑ кунӗнче Иисус ура ҫине тӑрса пурте илтмелле ҫапла каланӑ: «Камӑн ӗҫес килет, ҫавӑ Ман патӑма килтӗр те ӗҫтӗр.
Эй тӑван ҫыннӑмӑрсем! Авраам йӑхӗн ачисем! Эй, Турӑран хӑракан сирӗн хушшӑрти ытти халӑх ҫыннисем! Ҫак ҫӑлӑнӑҫ сӑмахне сирӗн валли янӑ.
Ҫакӑ пӗтӗмпех Турӑран, Вӑл пире Христос урлӑ Хӑйӗнпе ҫураҫтарнӑ, ҫынсене Хӑйӗнпе ҫураҫтарас ӗҫе пире шанса панӑ.