14 Вӗсем сана тавӑрса парайманшӑн эсӗ телейлӗ пулӑн. Уншӑн сана сӑваплӑ ҫынсем чӗрӗлсе тӑнӑ чухне тавӑрса парӗҫ».
Пысӑк ӗҫкӗ-ҫикӗ тума шутласан эсӗ кӗлмӗҫсене, уксах-чӑлахсене, суккӑрсене чӗн.
Ырӑ тунисем ӗмӗрлӗх пурӑнма чӗрӗлӗҫ, усал тунисем айӑплав илме чӗрӗлӗҫ.
Вилнӗ ҫынсене – тӳрӗ тата тӳрӗ мар пурӑннисене те – Турӑ чӗртсе тӑратасса шанатӑп, ҫапла пуласса вӗсем хӑйсем те кӗтеҫҫӗ.