Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 14:13 - Синодальный НЗ

13 Пысӑк ӗҫкӗ-ҫикӗ тума шутласан эсӗ кӗлмӗҫсене, уксах-чӑлахсене, суккӑрсене чӗн.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 14:13
34 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ун патне пит нумай халӑх пухӑннӑ. Ҫынсем хӑйсемпе пӗрле уксах-чӑлахсене, суккӑрсене, чӗлхесӗрсене, сусӑрсене тата ытти чирлисене йышлӑн илсе пынӑ, вӗсене Иисус умне вырттарнӑ. Иисус вӗсене сыватнӑ.


Вара чурисем ҫул-йӗрсем ҫине тухнӑ та тӗл пулнисене пурне те – усаллисене те, ыррисене те – чӗнсе пынӑ. Ӗҫкӗ-ҫикӗре хӑна-вӗрле туллиех пулнӑ.


Тиркесе лариччен хӑвӑрӑн мул чашӑкӗнчен чухӑнсене уйӑрса парӑр, вара сирӗн пурте таса пулӗ.


Хӑйне хӑнана чӗннӗ фарисее Иисус ҫапла каланӑ: «Эсӗ кӑнтӑрлахи е каҫхи апат тунӑ чух тусусене, хурӑнташусене, тӑванусене тата пуян кӳршӳсене ан чӗн, мӗншӗн тесен кайран вӗсем те сана хӑнана чӗнсе тав тума пултараҫҫӗ.


Вӗсем сана тавӑрса парайманшӑн эсӗ телейлӗ пулӑн. Уншӑн сана сӑваплӑ ҫынсем чӗрӗлсе тӑнӑ чухне тавӑрса парӗҫ».


Вара чури тавӑрӑннӑ та ҫавӑн ҫинчен хуҫине каласа панӑ. Кил хуҫи ҫилленсе ҫитсе хӑйӗн чурине ҫапла хушса янӑ: „Часрах кай та хула урамӗсемпе тӑкӑрлӑкӗсенчи кӗлмӗҫсене, чӑлахсене, уксахсене, суккӑрсене кунта чӗнсе кил“.


Петр вӗсемпе пӗрлех кайнӑ. Ҫитсенех ӑна хӑтлӑ пӳлӗме илсе кӗнӗ. Куҫҫульленнӗ тӑлӑх арӑмсем Тавифа хӑйсем валли ҫӗленӗ кӗпе-тумтире Петра кӑтартма пуҫланӑ.


Анчах та чиркӳ пуҫлӑхӗн никам тиркейми тӳрӗ пурӑнмалла: пӗрре кӑна авланмалла, хӑйне хӑй тытма пӗлмелле. Унӑн таса шухӑш-кӑмӑллӑ, йӗркеллӗ, тараватлӑ пулмалла, вӗрентме пӗлмелле.


Ҫав тӑлӑх арӑмсен ырӑ ӗҫӗсемпе палӑрмалла: ачисене пӑхса ӳстермелле, ӗненекен ҫул ҫӳренсемпе тарават пулмалла, ӗненекен тӑвансен урисене ҫуса ямалла, инкеке лекнисене пулӑшмалла, кирек епле ырӑ ӗҫе те тӑрӑшса тумалла.


Пачах та урӑхла, унӑн тараватлӑ, ырӑлӑхлӑ, таса шухӑшлӑ, тӗрӗслӗхлӗ, Турра хисеплекен, хӑйне хӑй тытма пӗлекен пулмалла.


Санӑн юратулӑху пире пысӑк савӑнӑҫ тата йӑпанӑҫ парать. Сана пула, тавах, ӗненекенсем те чӗрисенче канӑҫлӑх тупрӗҫ.


Ютран килнӗ ӗненекенсемпе тараватлӑ пулӑр, мӗншӗн тесен хӑшӗ-пӗрисем хӑйсем пӗлмесӗрех ангелсене хӑна туса янӑ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ