Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 13:4 - Синодальный НЗ

4 Е тата Силоам башни ишӗлнипе вун сакӑр ҫын вилни ҫинчен мӗн калама пулать? Вӗсем Иерусалимри ытти ҫынсенчен айӑплӑрах пулнӑ пулӗ тесе шутлатӑр-и эсир?

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 13:4
13 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Хайхискер парӑм укҫи шутла пуҫласан, ун патне вунӑ пин талант парӑмлӑ пӗр ҫынна илсе пынӑ.


Эпир хамӑра парӑмлӑ пулнисене каҫарнӑ пек, пирӗн парӑмсене каҫар пире.


пирӗн ҫылӑхсене каҫар: эпир те хамӑра парӑмлӑ пулнисене кирек кама та каҫаратпӑр; ҫылӑха ан кӗрт пире, усалтан хӑтар пире“, – тейӗр».


Ҫук, ҫылӑхлӑрах пулман. Калатӑп сире: ӳкӗнмесен эсир те вӗсем пекех пурте пӗтетӗр.


Ҫук, айӑплӑрах пулман. Калатӑп сире: ӳкӗнмесен эсир те вӗсем пекех пурте пӗтетӗр».


«Пӗр Ҫын, Иисус ятлӑскер, пылчӑк туса ман куҫӑма сӗрчӗ те Силоам шывӗпе кайса ҫӑвӑнма хушрӗ, – тенӗ ҫав ҫын. – Эпӗ кайса ҫӑвӑнтӑм та куракан пултӑм».


«Халӗ кай та Силоам шывӗнче ҫӑвӑн», – тенӗ ӑна Иисус. Вӑл кайса ҫӑвӑннӑ та куракан пулса тавӑрӑннӑ. «Силоам» тени «янӑскер» тени пулать.


Утрав ҫинче пурӑнакансем, Павел аллинчен ҫӗлен ҫакӑнса тӑнине курсан, пӗр-пӗринпе ҫапла калаҫа пуҫларӗҫ: «Ахӑртнех, ку этем ҫын вӗлернӗ пулӗ. Курӑр-ха, тинӗсре ҫӑлӑннӑскере Турӑ айӑплавӗ ҫитрӗ пуль».


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ