Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 13:32 - Синодальный НЗ

32 Иисус вара вӗсене: «Кайса ҫав тилле калӑр: „Эпӗ паянпа ыран усалсене хӑваласа кӑларатӑп, чирлисене сывататӑп, виҫмине Хамӑн ӗҫе вӗҫлӗп“, – тенӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 13:32
16 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫав вӑхӑтра Иисус ячӗ тавраллах сарӑлнӑ. Ирод патша Ун ҫинчен илтсен ҫапла каланӑ: «Ку – вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ Шыва кӗртекен Иоанн, ҫавӑнпа вӑл хӑватсем кӑтартать те».


«Хамӑн Аттем ячӗпе Эпӗ сире нумай ырӑ ӗҫ туса кӑтартрӑм, – тенӗ Иисус. – Ҫавсенчен хӑшӗншӗн эсир Мана чулпа пере-пере вӗлересшӗн?»


Хӗрхӳлентернӗ хӗрлӗ эрех тутанса пӑхсан Иисус каланӑ: «Мӗн пулмалли пулчӗ!» Вара Унӑн пуҫӗ лӑштӑрах усӑннӑ та, юлашки сывлӑшӗ тухнӑ.


Мӗн пурри – Турӑшӑн, мӗн пурри – Турӑран. Хӑйне ӗненекен ачисене мухтавлӑ тӑвакан Туррӑн ҫынсене ҫӑлӑнӑҫ кӳрекен Ҫулпуҫне асап кӑтартса асла кӑлармалла пулнӑ та.


Вилсе чӗрӗлсессӗн Вӑл Хӑйне итлекенсемшӗн пуриншӗн те ӗмӗрлӗх ҫӑлӑнӑҫ ҫӑлкуҫӗ пулса тӑнӑ.


Саккун тӑрӑх аслӑ священника лартнӑ ҫынсем – ҫитменлӗхлӗ ахаль ҫынсемех. Саккун хыҫҫӑнхи тупа сӑмахӗ вара Аслӑ священника ӗмӗрлӗх паха Турӑ Ывӑлне лартнӑ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ