3 Ҫук, ҫылӑхлӑрах пулман. Калатӑп сире: ӳкӗнмесен эсир те вӗсем пекех пурте пӗтетӗр.
Вара вӑл каять те хӑйпе пӗрле хӑйӗнчен те усалтарах тепӗр ҫичӗ сывлӑша ертсе пырать. Ҫавӑнтах вӗсем ун ӑшне кӗрсе пурӑнма пуҫлаҫҫӗ. Ҫав ҫынна вара малтанхинчен те начартарах пулать. Ҫак усал ӑрӑва та ҫаплах пулӗ».
Ҫакӑн ҫинчен илтсен патша питӗ ҫилленсе кайнӑ. Вара хӑйӗн ҫарне ярса ҫав ҫын вӗлеренсене хӑйсене те вӗлерттернӗ, хулине ҫунтарса яма хушнӑ.
«Ҫӳлти Патшалӑх ҫывхарчӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа та ӳкӗнӗр», – тенӗ вӑл ҫынсене.
Иисус ҫакна хирӗҫ каланӑ: «Вӗсем ҫапла вилнӗшӗн Галилейӑри ытти ҫынсенчен те ҫылӑхлӑрах пулнӑ пулӗ тесе шутлатӑр-и эсир?
Е тата Силоам башни ишӗлнипе вун сакӑр ҫын вилни ҫинчен мӗн калама пулать? Вӗсем Иерусалимри ытти ҫынсенчен айӑплӑрах пулнӑ пулӗ тесе шутлатӑр-и эсир?
Ҫук, айӑплӑрах пулман. Калатӑп сире: ӳкӗнмесен эсир те вӗсем пекех пурте пӗтетӗр».
Иерусалимран пуҫласа мӗн пур халӑхсене ӳкӗнме, ҫылӑх каҫарттарма Ун ячӗпе ӳкӗтлесе вӗрентмелле.
Хӑвӑр ҫылӑхӑрсене тӳрлетес тесе ӳкӗнӗр, Турӑ енне ҫавӑрӑнӑр.