29 Ҫынсем хӗвел тухӑҫӗнчен те, хӗвел анӑҫӗнчен те, кӑнтӑрпа ҫурҫӗр енчен те пырса Турӑ Патшалӑхӗн кӗрекине ларӗҫ.
Сире акӑ мӗн калатӑп: ҫакнашкал ӗненекенсем хӗвел тухӑҫӗнчен те, хӗвел анӑҫӗнчен те нумаййӑн килӗҫ те Авраампа, Исаакпа, Иаковпа пӗрле Ҫӳлти Патшалӑх кӗрекине ларӗҫ.
Ҫавӑн чухне Вӑл Хӑйӗн ангелӗсене ярӗ, Хӑй суйласа илнӗ ҫыннисене тӗнчен тӑватӑ енчен те, ҫӗр хӗрринчен пуҫласа пӗлӗт хӗррине ҫитичченех пуҫтарӗ».
Ун чухне кайрисем малта пулӗҫ, малтисем кайра пулӗҫ».
Ҫапла ӗнтӗ пӗлсех тӑрӑр: Туррӑн ҫӑлӑнӑҫне урӑх халӑхсене панӑ, итлекенӗсем те вӗсемех пулӗҫ».
Турӑ умне ҫапла тӑрас тесен сирӗн, паллах, ҫирӗп те иккӗленӳсӗр ӗненмелле, Ырӑ Хыпар паракан шанчӑка ҫухатмалла мар. Эсир Ырӑ Хыпара илтнӗ, ӑна ҫӗр ҫинче пурӑнакансене пурне те пӗлтернӗ. Эпӗ те, Павел, Ырӑ Хыпар тарҫи пулса тӑтӑм.