28 Эсир Авраам, Исаак, Иаков тата пур пророксем те Турӑ Патшалӑхӗнче пулнине, хӑвӑра вара тулашне хӑваласа кӑларнине курӑр. Унта шӑл шатӑртаттарса йӗни илтӗнсе тӑрӗ.
Анчах та хӑракансем те, шанчӑксӑррисем те, ирсӗрсем те, ҫын вӗлерекенсем те, аскӑнсем те, асамҫӑсем те, кӗлеткесене пуҫҫапакансемпе мӗн пур суеҫ таврашӗ те хӑйсен вырӑнне кӳкӗрт ҫунакан вутлӑ кӳлӗре тупӗҫ. Ку – иккӗмӗш вилӗм».