25 Кил хуҫи тӑрса алӑкне хупсан, эсир тул енче алӑка шаккаса: „Хуҫамӑр! Хуҫамӑр! Уҫса кӗртсем пире“, – тесе йӑлӑнма пуҫлӑр. Анчах Вӑл сире: „Камсем тата ӑҫтан эсир? Эпӗ сире пӗлместӗп“, – тейӗ.
Унтан сулахай енчисене ҫапла калӗ: „Эй, ылханлӑскерсем! Шуйттанпа ӑна пулӑшаканӗсем валли хатӗрлесе хунӑ сӳнми тамӑк вутне кайӑр Ман патӑмран!
Анчах та Вӑл калӗ: „Эй, усал ӗҫ тӑвакансем пурте! Калатӑп сире: эсир камне тата ӑҫтан килнине пӗлместӗп, кайӑр Ман патӑмран“.
Эппин хӑвӑр ҫылӑхран ӳкӗннине тивӗҫлӗ ӗҫпе ҫирӗплетсех тӑрӑр. „Пирӗн мӑн асатте – Авраам!“ – текен шухӑшпа киленсе ан пурӑнӑр. Калатӑп сире: Турӑ ҫак чулсенчен те Авраам ачисем тума пултарать.
«Мӗншӗн эсир Мана: „Эй, Хуҫамӑр! Хуҫамӑр!“ – тесе чӗнетӗр, хӑвӑр вара Эпӗ вӗрентнӗ пек тумастӑр?
«Майлӑ вӑхӑтра Эпӗ сана илтрӗм, ҫӑлӑнӑҫ кунӗнче сана пулӑшрӑм», – тесе каланӑ-ҫке Турӑ. Акӑ ӗнтӗ ҫав майлӑ вӑхӑт ҫитрӗ, акӑ ӗнтӗ ҫав ҫӑлӑнӑҫ кунӗ килчӗ.
Пӗлетӗр ӗнтӗ, кайран Исав ашшӗн пилне илесшӗн питӗ ҫуннӑ, анчах ӑна пил паман. Куҫҫулӗпе йӗрсе айӑпне йышӑнсан та ӳкӗнме мехел ҫитереймен.