22 Иисус ҫынсене вӗрентсе ял-хула витӗр тухнӑ. Унӑн ҫулӗ Иерусалималла выртнӑ.
Иисус мӗн пур хуласемпе ялсем тӑрӑх унти синагогӑсенче вӗрентсе, Ҫӳлти Патшалӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерсе, тӗрлӗ чир-чӗртен тата тӗрлӗ халсӑрлӑхран сыватса ҫӳренӗ.
Вӗсен ӗненменлӗхӗнчен Иисус питӗ тӗлӗннӗ. Унтан вара таврари ялсенче вӗрентсе ҫӳренӗ.
Пӗр ҫын Унран ыйтнӑ: «Хуҫамӑр, ҫӑлӑнакансем чӑнах сахал пулӗҫ-и?» Иисус ҫапла хуравланӑ:
Иисуса ку тӗнчерен илес вӑхӑт ҫывхарса пынӑ май Вӑл хӑюллӑнах Иерусалима кайма шутланӑ.
Турӑ Назаретри Иисуса суйласа илсе Святой Сывлӑш тата вӑй-хӑват пачӗ. Вӑл пур ҫӗрте те ырӑ ӗҫсем туса, усал ернисене сыватса ҫӳрерӗ, мӗншӗн тесен Турӑ Унпа пӗрле пулчӗ.