17 Иисус ҫапла каланӑ чухне Ӑна хирӗҫлекенсем пурте намӑсланнӑ, ытти халӑх Иисус тунӑ мӗн пур мухтавлӑ ӗҫсемшӗн савӑнса тӑнӑ.
Ҫакна хирӗҫ лешсем Ӑна нимӗн те калайман.
Суккӑр ҫав самантрах куракан пулнӑ та, Турра мухтаса, Иисус хыҫҫӑн кайнӑ. Ҫавна курсан пӗтӗм халӑх Турра мухтама пуҫланӑ.
анчах нимӗнле те май тупайман, мӗншӗн тесен пӗтӗм халӑх, Иисуса итлес тесе, Унран уйӑрӑлман.
Ҫавӑн хыҫҫӑн пӗри те Иисуса ыйтусем пама хӑяйман. Иисус вара вӗсенчен ыйтнӑ:
Вара канашра ларакансем апостолсене айӑплама май тупаймасӑр вӗсене юна-юнах кӑларса янӑ. Тата вӗсем халӑхран хӑранӑ, мӗншӗн тесен пулса иртнӗ ӗҫшӗн пурте Турра мухтанӑ.
Анчах та вӗсем инҫех каяймӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсен ӑссӑрлӑхӗ, лешсенни пекех, пӗтӗм халӑх умӗнче палӑрӗ.
Сӑмаху сулмаклӑ та тиркеме ҫук пултӑр, пире хирӗҫлекен пирӗн ҫинчен начар калайманнипе намӑса юлтӑр.
Христоспа пӗрлӗхлӗ ырӑ пурӑннӑшӑн сире усал тӑвакансем теҫҫӗ, усал сӑмах сараҫҫӗ. Ҫав элекҫӗсене намӑса хӑвармашкӑн таса чунлӑ пулӑр.