15 Хуҫамӑр ӑна ҫапла хуравланӑ: «Эй, икӗ питлӗскер! Сирӗнтен кашниех витере кӑкарӑнса тӑракан вӑкӑрне е ашакне ҫыххине салтса шӑмат кун шӑварма илсе каймасть-им вара?
– Фарисейсемшӗн ан кулянӑр, вӗсем суккӑрсене ҫавӑтса пыракан суккӑрсем. Енчен те суккӑра суккӑр ҫавӑтса пырать пулсан, вӗсем иккӗшӗ те шӑтӑка кӗрсе ӳкӗҫ».
Эй, икӗ питлӗскерсем! Сирӗн ҫинчен Исаия пророк Турӑ сӑмахӗсемпе аван каланӑ:
Саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ пулӗ сире! Эсир ҫынсене Ҫӳлти Патшалӑха кӗме пӳлсе тӑратӑр; хӑвӑр та кӗместӗр, кӗрес текенсене те кӗме памастӑр.
Эсир те ҫавнашкалах: пӑхма тӳрӗ ҫын пек курӑнатӑр, ӑшӑр вара ултавлӑхпа, йӗркесӗрлӗхпе тулса ларнӑ.
Икӗ питлӗскер! Малтан хӑвӑн куҫунти пӗренене кӑлар, вара тин тӑванун куҫӗнчи ҫӳппе епле кӑлармаллине уҫӑмлӑн курӑн.
Ҫав хушӑра унта темиҫе пин ҫын пуҫтарӑннӑ, тӑвӑр пулнипе вӗсем пӗр-пӗрне хӗстернӗ. Иисус вара Хӑйӗн вӗренекенӗсем енне ҫавӑрӑнса ҫапла каланӑ: «Фарисейсен кӑвас тӗпӗнчен – вӗсен икӗпитлӗхӗнчен – сыхланӑр.
Унтан вӗсене: «Сирӗнтен камӑн та пулин ашакӗ е вӑкӑрӗ ҫӑла кайсан, ӑна вӑл, шӑмат кун пулсан та, хӑвӑртрах туртса кӑлармӗ-и?» – тенӗ.
Хӑвӑн куҫунти пӗренене асӑрхамастӑн пулсан епле-ха эсӗ: „Тӑванӑм, куҫна кӗнӗ ҫӳппе кӑларса ярам-ха“, – тесе калама пултаратӑн? Икӗ питлӗскер! Малтан хӑвӑн куҫунти пӗренене кӑлар, вара тин тӑвану куҫӗнчи ҫӳппе мӗнле кӑлармаллине уҫӑмлӑн курӑн».
Иисус ҫав тӑлӑх арӑма курсан, ӑна хӗрхенсе: «Ан йӗр», – тенӗ.
Иоанн вара вӗсенчен иккӗшне чӗнсе илнӗ те: «Килмелли Эсӗ-и е пирӗн урӑххине кӗтмелле?» – тесе ыйтма Иисус патне янӑ.