Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 13:14 - Синодальный НЗ

14 Ҫавӑн чух синагога пуҫлӑхӗ, Иисус ҫав хӗрарӑма шӑмат кун сыватнӑшӑн ҫилленсе, халӑха каланӑ: «Эрнере ултӑ кун пур, пӗтӗм ӗҫе ҫав кунсенче тумалла. Чиртен сывалма эсир шӑмат кун мар, ытти кунсенче килӗр!» – тенӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 13:14
20 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Фарисейсем ҫакна курнӑ та Иисуса каланӑ: «Акӑ Санӑн вӗренекенӳсем шӑмат кун тума юраманнине тӑваҫҫӗ».


Ҫавӑнта синагога пуҫлӑхӗсенчен пӗри, Иаир ятлӑскер, пынӑ. Иисуса курсанах, Ун ури умне ӳксе, вӑл питӗ хытӑ тархасла пуҫланӑ: «Хӗрӗм вилесле выртать, пырсамччӗ, сывалса чӗрӗ юлтӑр тесе ун ҫине аллуна хурсамччӗ».


Вӗсем вара урса ҫитнипе хӑйсем хушшинче: «Ку Иисуса мӗн тӑвар-ши?» – тесе калаҫнӑ.


Иисус шӑмат кун сыватмӗ-и-ха тесе, Ӑна айӑплама сӑлтав шыраса, саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем Ӑна сӑнаса тӑнӑ.


Ҫавӑнта Иаир ятлӑ ҫын, унти синагога пуҫлӑхӗ, Иисус патне пынӑ та, Ун ури умне ӳксех, хӑйӗн патне килне пыма тархасланӑ.


Саккун кӗнекипе пророксен кӗнекине вуланӑ хыҫҫӑн синагога пуҫлӑхӗсем вӗсене ҫын урлӑ ҫапла пӗлтернӗ: «Тӑван ҫыннӑмӑрсем! Сирӗн халӑха вӗрентсе калас сӑмахӑр пур пулсан, калӑр!»


Мӗн пур грексем синагога пуҫлӑхне Сосфена ярса тытнӑ та суд ҫурчӗ умӗнчех хӗне пуҫланӑ. Галлион хушша-хуппа кӗмен.


Синагога пуҫлӑхӗ Крисп тата унӑн пӗтӗм кил-йышӗ Хуҫамӑра ӗненекенскерсем пулнӑ. Павел сӑмахӗсене итлесе Коринф ҫыннисенчен нумайӑшӗ ӗненме пуҫланӑ, тӗне кӗнӗ.


Эсир Турӑшӑн тӑрӑшатӑр, анчах та ҫакна шухӑшласа тумастӑр тесе эпӗ Израиль ҫыннисене ҫирӗплетсех калатӑп.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ