13 Вара ун ҫине аллине хунӑ та, лешӗ ҫавӑнтах тӳрленсе тӑрса Турра мухтама пуҫланӑ.
Халӑх вара, ҫакна курсан, питӗ тӗлӗннӗ, этеме ҫавнашкал вӑй-хӑват панӑ Турра мухтанӑ.
ҫӗленсене алла тытӗҫ; пӗр-пӗр наркӑмӑш ӗҫсен те сиенленмӗҫ; чирлисем ҫине аллисене хурсан, лешсем сывалӗҫ».
Вӑл унта нимӗнле хӑват та кӑтартман, хӑш-пӗр чирлӗ ҫынсене кӑна аллине хурса сыватнӑ.
Иисус каллех аллипе ун куҫне сӗртӗннӗ, пӑхма каланӑ. Суккӑр ҫын вара тӳрленнӗ, йӑлтах витӗр куракан пулнӑ.
Иисус ӑна курсан чӗнсе илнӗ те каланӑ: «Хӗрарӑм, эсӗ чирӳнтен тасалтӑн!»
Суккӑр ҫав самантрах куракан пулнӑ та, Турра мухтаса, Иисус хыҫҫӑн кайнӑ. Ҫавна курсан пӗтӗм халӑх Турра мухтама пуҫланӑ.
Чир-чӗрлӗ ҫын пуррисем пурте хӗвел аннӑ чухне вӗсене Иисус патне ҫавӑтса пынӑ. Вӑл, кашнин ҫинех Хӑйӗн аллине хурса, чирлисене сыватнӑ.
Анания хӑйне каланӑ ҫурта кайса шыраса тупнӑ. «Савл тӑванӑм! – тенӗ вӑл пӳрте кӗрсен, ун ҫине аллине хурса. – Эсӗ ҫулпа пынӑ чух сана курӑннӑ Иисус Хуҫамӑр санӑн куҫна уҫма тата чун-чӗрӳне Святой Сывлӑшпа тултарма мана ячӗ».